АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çийĕнчех шăнкăравлăр

23 марта 2011 г.

Хаçатра пушар хăрушлăхĕ пирки статьясем яланах пичетлесшĕн те мар эпир. Çав-çавах электрооборудованипе, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе сиксе тухнă инкексем пирки каласа çынсене тимлĕрех пулма ыйтас килет. Юлашки икĕ эрнере çеç Чĕчкенте (мунчине вăйлă хутнипе), Çĕнĕ Мăратра (ача вут-çулăмпа алхаснипе) пушарсем пулчĕç. Февраль уйăхĕнче Анат Тимĕрчкассинче И.Г.Егоровăн çурчĕ çунса кайрĕ. Унта кил хуçин пурнăçĕ те татăлчĕ. Пушар сăлтавĕ — электроприборсен юсавсăрлăхĕ. Çав уйăхрах Комсомольскинчи В.П.Сорокинăн хуçалăхĕнче те пысăк инкек сиксе тухнă. Унта икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пирус туртнă чухне те тимлĕрех пулмалла.

Çĕнĕ Шăхран ялĕнче вырнаçнă Комсомольски райповĕн куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинĕнче те электрооборудовани юсавсăрлăхне пула вут-çулăм хыпса илнĕ.

Енчен те пушар тухнине курсан çийĕнчех «01» номерлĕ телефонпа («112» номерпе кĕсье телефонĕпе) шăнкăравласа пĕлтерме тăрăшăр.

Тепĕр хут асăрхаттаратăп: вут-кăвар пысăк инкек илсе килнине никамăн та манмалла мар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика