АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра – хумхануллă самант

23 марта 2011 г.

Акă часах ĕнтĕ черетлĕ вĕренÿ çулĕ те вĕçленĕ. Пĕрисемшĕн вăл пĕрремĕш çеç, теприсемшĕн — юлашки шăнкăрав.

11-мĕш класс вĕренекенĕсемшĕн ку çул уйрăмах хумхануллă. Хыçра 10 çул кунсерен шкула çÿрени, шкул партти, çĕнĕ юлташсем, пĕрремĕш шăнкăрав тата пĕрремĕш учитель. Малта — юлашки шăнкăрав, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем, аттестат. Вăтам пĕлÿ илнĕ ĕнерхи шкул ачисем часах аслă шкул алăкĕсене уçĕç. Вĕсемшĕн çĕнĕ тапхăр пуçланĕ. Хăш аслă шкула вĕренме кĕрессе, кам пуласса палăртса хунă та ĕнтĕ вĕсем. Халĕ вара ĕмĕтсене пурнăçлас тесе пĕтĕм вăя хумаллине те питĕ лайăх ăнланать паян вĕренсе тухакан. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене те аван тытма ĕмĕтленет пĕтĕм шкул вĕренекенĕ.

Юлашки шăнкăрав — чи хумхануллă та чи савăнăçлă, çав вăхăтрах чи хурлăхлă самант. Ун сассине илтсессĕн куç умне çав тери илемлĕ те савăнăçлă ÿкерчĕксем тухаççĕ — пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш учитель, букварь, пĕрремĕш «5» паллă, вĕренекенсем, юлташсем, пĕрле вĕрентекенсем... Хăв та сисместĕн — сан пит çăмарти тăрăх шăпăртатса куççуль юхать. Тен, савăнăç куççулĕ ку, тен — хурлăхли. Паянхи кун та ăнланса илме пултараймастăп — мĕншĕн пĕрремĕш шăнкăрав çав тери савăнăçлă янăрать, юлашки шăнкăрав сасси вара — хумхануллă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика