АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕ те, амăшĕ те юрă-ташăпа туслă

23 марта 2011 г.

В.Н.Лакатош Йÿç Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ. Шурут вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Ленинград облаçĕнчи Гатчино хулинчи 233-мĕш номерлĕ училищĕре пĕлÿ пухать. Ун хыççăн вара вăл Калининград хулинчи карапсем кăларакан заводра пĕр çулталăк тăрăшать. Мăшă-рĕпе те çавăнтах паллашать. Виçĕ ача — икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралать вĕсен.

Вăхăт иртсен Валентина Николаевна ачисемпе пĕрле тăван ене куçса килет. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлет, ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларас тесе тăрăшать.

В.Лакатошăн хĕр ачи Снежана — Шурут вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ. Амăшĕ пекех, вăл юрра-ташша ухута. Маттур хĕр ача пур предметпа та «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Спортпа та туслă вăл. Ял поселенийĕнче, районта иртекен мероприятисене хутшăнать.

Паянхи кун Валентина Лакатош Юнтапа ял клубĕн заведующийĕнче тăрăшать. Пушă вăхăтра Снежанăпа Йÿç Шăхаль клубĕ çумĕнчи кружока тухья тума çÿрет. «Манран хĕрĕм тĕслĕх илме тăрăшать. Çамрăксем халĕ тĕрĕ тĕрлесе качча каймаççĕ пулин те, ал ĕçне хăнăхни аван»,— тет Валентина Николаевна, хĕрĕ çине ăшшăн пăхса.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика