23 марта 2011 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденийĕ ĕçсĕр тăрса юлнă е ĕç тупайман çынсене пулăшма яланах хатĕр. Вĕсене пособи паратпăр. Анчах пирĕн пата килекенсем хушшинче тÿрĕ кăмăллă мар çынсем те тупăнаççĕ. Ултавлă майпа пособи илме тăрăшакансене «Раççей Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккунăн 35 статйипе килĕшÿллĕн явап тыттарасси çинчен каланă. РФ Уголовлă Кодексĕн 159 статйи ултавлă майпа пособи илнĕ çынсен утăмне ултав (мошенничество) тесе хаклать. Çав статьяпа вĕсене штраф пама, ĕçлесе юсанма яма, арестлеме, 5 çул таран ирĕк прависĕр хăварма май пур.
Пирĕн центрта ултавлă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Вĕсен паспортсене, ĕç кĕнекисене, ĕçсĕррисен вăтам ĕç укçине палăртакан справкисене тĕрĕслеççĕ. Граждансене регистрациленĕ чухне «Предприниматели», «Юридические лица и их учредители — физические лица» база кăтартăвĕсемпе паллашаççĕ. Ушкăнпа ирттерекен консультацисенче те ку енĕпе калаçу пырать.
Иртнĕ çул пирĕн пата тăратнă вăтам ĕç укçи çинчен калакан 95 ытла справкăна тĕрĕсленĕ. Ку енĕпе кăлтăксем тупса палăртман. Çапах та ултавпа ĕçсĕррисен пособине илсе тăнă 7 тĕслĕх пулнă. Çынсем ĕçе вырнаçсан та çакна пĕлтермен.
Пĕлтĕр район сучĕ ĕçсĕр тесе шутланакан 7 çын тĕлĕшпе ĕçсем пăхса тухнă. Ĕçе вырнаçсан та вĕсем пособи илсе тăнă. Çапла вара центра 7161 тенкĕ те 54 пус сиен кÿнĕ. Вĕсен çак суммăна каялла тавăрса пама тивнĕ. Иккĕшне вара 2500-шер тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.
Кăçал та çакăн пек тĕслĕхсем пулнă. Ултавлă майпа 3529 тенкĕ те 79 пус пособи илнĕ. Айăплисем укçа-тенке каялла тавăрса панă. Ултав çулĕ çине ан тăрăр. Вăл хăçан та пулсан çиеле тухатех.
Источник: "Каçал Ен"