23 марта 2011 г.
Мартăн 17-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра тĕл пулу иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем — районти тĕп библиотека ĕçченĕсем тата район прокурорĕн пулăшуçи А.А.Григорьев. Унта калаçу районти пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферинче йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем тавра пулчĕ.
Чи малтанах прокуратура ĕçченĕ Çурт-йĕр кодексĕн нормисене ăнлантарса пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Çавăн пекех мероприятие район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, капиталлă строительство тата çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Б.М.Каринкин, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.В.Силивестров, «Энергосервис» ООО ертÿçин çумĕ А.М.Степанов, «Содружество» ТСЖ представителĕ Г.Н.Мельникова тата ыттисем те хутшăнчĕç. «УК ЖКХ» ОООн тĕп бухгалтерĕ Р.Г.Садртдинова та килсе çитнĕ.
Комсомольскинчи Кабалин, Антонов ячĕллĕ микрорайонсенчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, СХТран та пулчĕç. Пухăннисен ыйтăвĕсем те тĕрлĕрен.
Сăмахран, П.С.Ермошинана электроэнергишĕн ытлашши укçа-тенкĕ тÿлеттерни пăшăрхантарчĕ. Ку ыйту çине кĕскен Александр Михайлович çапла хуравларĕ: «Хваттерсенчи проводкăсене улăштармалла. Электроэнерги ун тăрăх та çухалма пултарать. Çын пурте пĕр пек мар вĕт, электроэнергие вăрлакан та пур». «Кун пек киревсĕр тĕслĕх асăрхатăр пулсан участокри уполномоченнăйсене пĕлтерме васкамалла. Курмăша персе иртсе каймалла мар. Айăплă çынна тивĕçлĕ явап тыттарма пулать»,— терĕ Артур Анатольевич.
Юлашкинчен Борис Макарович районти 2011 çулхи плана кĕртнĕ капиталлă юсав ĕçĕсем çинчен чарăнса тăчĕ, ĕçлĕ сĕнÿ-канаш пачĕ.
Источник: "Каçал Ен"