АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркунне хăй сассине пачĕ

23 марта 2011 г.

Районти тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх предприятийĕсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсем вĕçленчĕç. Отчетсене итленипе пĕрлех вĕсенче тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç. Кăçалхи çул калаçмалли, кăсăклантаракан ыйтусене татса памалли пулчех. Эпĕ хам темиçе пухура пулса та çакна ăнлантăм. Чăнах та иртнĕ çул ялта пурăнакансемшĕн йывăр пулнă. Çакăнта шăрăх çанталăк пулнин витĕмĕ те пур. Кун пирки çĕр-шыври массăллă информаци хатĕрĕсенче те палăртаççĕ, хамăр хаçатра та сăмах май асăнса хăварнă. Çапах та темĕнле хĕн, кăткăс пулсан та вĕсем çухалса кайман.

Çуркунне хăй сассине пачĕ. Каçсерен пăртак сивĕтсен те çулсем çинче кÿлленчĕксем курăнни сисчевлĕрех пулма хистет. Юр ирĕлсе пĕтсен, çĕр пиçсе çитсен çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланмалла. Паянхи кун агрономсене кĕр тыррисем, нумай çул ÿсекен курăксем мĕнле хĕл каçни интереслентерет. Инженерсемшĕн вара техника хатĕ-рĕсен юсавлăхĕ мĕнле шайра пулни тĕп вырăнта. Вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен лару-тăру мĕнле пулни те пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, специалистсен çакă тата ытти нумай ыйтăва татса пама тивет. Тăрăшаççĕ вĕсем, ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерсе ярас тесе тимлеççĕ. Йĕркеллĕ çеç мар, агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласшăн. Пĕр колхозри специалистсемпе ертÿçĕн сăмахĕ аса килчĕ. «Эпир çур акине хатĕрленес енĕпе малтанах ĕçленĕ пулин те, колхозри отчетлă пуху иртсен çеç пирĕншĕн çĕнĕ çул пулать. Ку сăмахсен пĕлтерĕшĕ мĕнре? Малашне те аталанас тесен ĕçченсен сăмахне итлемелле, тĕпе хумалла, ырă сĕнĕвĕсемпе тĕллевсене пурнăçланă чухне усă курмалла.

Ку статьяра эпĕ ятарласа пĕр цифра та илсе кăтартмарăм. Мĕншĕн тесен вĕсем кунсерен улшăнсах тăраççĕ. Пĕрисем çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килеççĕ, çĕнĕ техника туянакансем те пур, удобрени, тĕрлĕ им-çам. Кĕркунне лайăх тухăç илес тесен çуркуннех тăрăшмаллине ял çынни лайăх ăнланать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика