АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил ăшшине те тупнă вĕсем, хÿтĕлекенсене те

19 марта 2011 г.

Йывăр самантра пĕр-пĕрне пулăшса, пĕчĕк савăнăçа та пĕрле çурмалла пайласа пурăнаççĕ Макаровсем. «Хамăр çуратнисем ÿссе çитнĕ. Пĕчĕк ачасемпе вара хамăр та çамрăкланатпăр»,— терĕ Галина Сергеевна. 2008 çулта вĕсем икĕ пепкене — ултă çулхи Настьăпа виçĕ çулхи Аленăна усрава илнĕ.

«Ачасенче — савăнăç. Вĕсемшĕн пурăнатпăр-çке. Тĕпренчĕксене ура çине тăратас тесе тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăшĕн тĕревĕсĕр питĕ хĕн вĕсене»,— теççĕ Галина Сер-геевнăпа Алексей Герасимович Макаровсем. Вĕсем вара пепкесемшĕн тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулса чунне парса тăрăшаççĕ.

Г.С.Макарова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Гаврилова) Шурут ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1979 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине çул тытнă, фельдшер дипломне алла илнĕ.

1981 çулта Хирти Мăрат каччипе — А.Г.Макаровпа çемье çавăрнă. Икĕ ача – хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ вĕсем. Оксана паянхи кун Мускав хулинче çем-йипе тĕпленнĕ. Юрий, районти тĕп больницăра тăрăшаканскер, ялта ашшĕпе тата амăшĕпе пурăнать.

«Ăçтан пуçа пырса кĕнĕ-ха ачасене усрава илес шухăш;» тесе ыйтсан Галина Сергеевна шывланнă куçĕсене шăлса илчĕ те çапла хуравларĕ: «2008 çулта, Ача çулталăкĕ пулнă май, телевизорпа час-часах тăлăх ачасене кăтартатчĕç. Мăшăрăм вĕсене илес кăмăл пур пирки пĕр хутчен кăна мар сăмах пуçарчĕ. Урăхла май та çук. Ку япалана иккĕн шутласа йышăну тумалла. Вĕсемпе халĕ хамăра та çамрăк пек туятпăр. Сывлăхĕсем кăна пулччăр...»

Галина Сергеевнăпа Алексей Герасимовича кÿршĕ-аршă, ял-йыш хисеплет, ырă енĕпе тĕслĕх вырăнне хурать. Г.С.Макарова ĕçре те тăрăшуллă. Вăл нумай çул ĕнтĕ районти тĕп больницăра ĕçлет. Мăшăрĕ тăван колхозра халăхран сĕт пуçтарать. Настя халĕ 2-мĕш класра пĕлÿ пухать. Алена вара ача садне çÿрет.

Иртнĕ кунсенче Макаровсем Канашра «Сывă пул, хĕл!» конкурса хутшăнчĕç. Унта Канаш хулинчи, Йĕпреç, Тăвай, Елчĕк, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи ачасене усрава илнĕ çемьесем хăйсен ăста- лăхне кăтартрĕç. Вунă ытла çемье тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçрĕ. Конкурс программине йĕркелекенсем мероприяти ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те интереслĕ пултăр тесе сахал мар вăй хуни курăнать. Уйрăмах конкурса хутшăнакансем музыка инструменчĕсем çинче каласа, «Илĕртÿллĕ реклама» кăтартса, шăпăр çине утланса чупса куракансене пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Килтен пĕçерсе кайнă икерче те жюри членĕсем тутанса пăхса хак пачĕç.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулнă: Макаровсен туслă çемйи виççĕмĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕ-командăна жюри Диплом тата хаклă парне парса чысланă.

...Икĕ тĕпренчĕкне Галина Сергеевна малашне те чĕрепе амăшĕ вырăнне хурса йышăнĕ. Тăван ачисене пулăшнă пекех, пулăшма васкĕ. Вăхăт иртĕ, пепкесем пурнăç çулĕ çине тухĕç. Шăпа тăванлаштарнă çывăх çынсене вара яланах сума сăвĕç. Макаровсен çурчĕ ачисемпе мăнукĕсенчен нихăçан та пушă тăмĕ.

Тăван амăшĕсĕр юлнăскерсем, Настьăпа Алена, хăйсене тăлăх туймаççĕ, кил ăшшине те тупнă вĕсем, хÿтĕлекенсене те.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика