19 марта 2011 г.
Нумаях пулмасть районти хĕрарăмсен совечĕн канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта пĕлтерĕшлĕ чылай ыйту пăхса тухнă. РФ Президенчĕн Д.Медведевăн, ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн çулсеренех халăх патне яракан Çырăвĕсем çинчен калаçнă, вĕсенчи тĕллевсене сÿтсе явнă. Сăмах республикăра иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ тата унта хутшăнас ыйтусем тавра та пулнă.
Малтанах районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ В.Н.Курицына 2010 çулта пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Вĕсем иртнĕ çул, тĕпрен илсен, Вĕрентекен çулталăкĕ тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа мероприятисем чылай ирттернĕ. Ĕçе хĕрарăмсен 9 çынран тăракан совечĕ йĕркелесе пынă.
Ун йышĕнче — социаллă сферăра, культурăра, массăллă информаци хатĕрĕсенче тата ытти отрасльсенче ĕçлекенсем. Вĕсем пурте хĕрарăмсен пултарулăхне аталантарас, ăсталăхне кăтартас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса пынă кунсенче республикăри «Салют Победы» фестивале хутшăннă. Унта районти хĕрарăмсен совечĕн пуçарăвĕпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Комсомольски ялĕнче пурăнакан Лидия Титовна Титовăна та чĕннĕ. Унсăр пуçне хăрушă вăрçăра пулнă ытти хĕрарăмсене те уява хутăштарнă, чĕрĕ чечексем панă, салам çырăвĕсем янă. Шупашкарта, Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче, Комсомольски районĕн ентешлĕхĕпе пĕрле ирттернĕ уяв ăçтан манăçтăр? Сцена çине чĕннĕ ветеран-хĕрарăмсем чĕрĕ чечек çыххисене, парнесене тивĕçнĕ. Паллах, вĕсен ячĕпе нумай-нумай ырă сăмах пулнă.
«Хĕрарăма мухтар» конкурс та хăйне евĕр иртнĕ. Унта районти пултаруллă 5 хĕрарăм хутшăннă. Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи В.Г.Зайцева учительница, «Кооператор» ООО директорĕ Е.А.Карпеева, Асанкасси вăтам шкулĕн математика учителĕ А.И.Копташкина, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи Л.М.Макарова вĕрентекен, районти культурăпа кану центрĕнчи методика центрĕн заведующийĕ В.Н.Курицына хутшăнса хăйсене пур енлĕн кăтартнă. Уйрăмах Валентина Зайцеван çитĕнĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл республикăри хĕрарăмсен совечĕн хаклă парнине тата Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ – пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Районта та, ялсенче те çак кун умĕн мероприятисем ирттернĕ. Районти хĕрарăмсен совечĕ те айккинче юлман ĕнтĕ. «Амăшĕ тата хĕрĕ» конкурс хăйне евĕрлĕхпе палăрнă. 7—15 çулсенчи хĕр ачасен амăшĕсемпе пĕрле «Амăшĕ тата хĕрĕ» тупăшура палăрмалла пулнă. «Паллаштару», «Атте пире телеграмма янă», «Юмах тĕнчине чĕнетпĕр», «Пĕчĕк фея», «Художествăлла номер» номинацисенче Дубовкăри Матвеевсем, Хирти Мăратри Никифоровсем, Виçпÿртри Карсаковсем, Тукайри Соловьевсем Дипломсем тата хаклă парнесем çĕнсе илнĕ.
Чăвашсен чаплă поэчĕ К.В.Иванов çуралнăранпа пĕлтĕр 120 çул çитнĕ. Çак паллă куна халалласа шоу-программа йĕркеленĕ. Унта Элпуç ял поселенийĕнчи В.Григорьева палăрнă.
Районти хĕрарăмсен совечĕ тата нумай ĕç туса ирттернĕ. Вĕсене пурне те асăнса та, çырса та пĕтереймĕн. Чи кирли – пурнăçран юлманни, хĕрарăмсен пурнăçĕпе, шăпипе интересленсе тăни. Вĕсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтарма тăрăшниех пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Хĕрарăм пурнăç чечекĕ», тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Ку чăннипех те тĕрĕс.
2010 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Республикин хĕрарăмсен совечĕ пирĕн районти хĕрарăмсен обществăлла советне культурăллă-массăллă мероприятисем нумай йĕркеленине шута илсе ятарлă Диплом парса хавхалантарнă. Ку Диплом районти аслă çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче пултаруллă çынсене тупса палăртнине уççăн кăтартса парать. Малашнехи тĕллевсем те пысăк, вĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"