АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăра хамăр сыхлар

19 марта 2011 г.

Ăçта выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕксĕр, кирлĕ витаминсемпе тивĕçтермеççĕ, унти выльăхсем имшер çитĕнесси кашнинех паллă ĕнтĕ. Чир-чĕр те юнашарах çÿрет. Ерекенни е ерменнисемпе пĕрлех урăхлисем те пур.

Уртаракан чир пирки тĕрлĕ шайри канашлусенче калаçса, район хаçатĕнче пĕрре мар çырса асăрхануллăрах пулмаллине пĕлтернĕ. Иртнĕ çул пирĕн районта выльăхсене çыртса сиенлетнĕ тĕслĕхсем пулман. Ку сисчĕвлĕхе чакармаллине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр уртаракан чирпе республикăра 37 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен 29-шĕ тилĕсемпе çыхăннă. Çаксене Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Вăрмар, Элĕк, Муркаш, Куславкка районĕсенче регистрациленĕ. Çавăнпа та хăрушă чир пирĕн тăрăха çитмессе никам та шантарса калаймасть.

Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен патшалăх учрежденийĕ унран асăрханас тесе 2010 çулта чылай ĕç пурнăçланă. Уртаракан чиртен 2340 йытта, 6435 пуç мăйракаллă шултра выльăха вакцинаци тунă. 235 йытта, 7 тилле персе вĕлернĕ. Çапах та ялсенче хуçасăр, çапкаланса е ирĕкре çÿрекен йытăсем пур-ха. Пĕлтĕр районти ветслужба ĕçченĕсем медицина учрежденийĕсенчен çынсене йытăсем çыртнă 70 тĕслĕх çинчен информаци илнĕ. Вĕсемпе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă. Ун пек тĕслĕхсем ытларах Комсомольски (27), Урмаел тата Александровка (7-шер), Тукай, Чĕчкен (6-шар) ял поселенийĕсен территорийĕсенче пулнă. Кунашкалли ытти çĕрте те пулмасть тесе никам та çирĕплетсе калаймасть. Кун пек чухне пĕр-пĕрин çине йăвантарса лармалла мар. Район администрацийĕн постановленийĕсемпе ытти докуменчĕсене пурнăçлас тесе ял поселенийĕсен те тăрăшмалла. Уйрăм çынсен те çав йĕркене пăхăнмалла. Йытă усрасан, вĕсене кăкаркăçра тытмалла. Шел, ялсене пырсан урамра ирĕклĕ çÿрекен йытăсене курма пулать. Çакă хăрушлăх кăларса тăратмĕ тесе кам çирĕплетĕ?

Пĕлтĕр хуçасăр йытăсене пĕтерес енĕпе кашни ял поселенийĕнчех ĕçленĕ. Çапах та вĕсен йышĕ чакмасть. Çакăншăн район администрацийĕн ĕçченĕсем яваплă-и? Йытă çăвăрлать те, çурасене урама кăларса яратпăр, хамăрах ĕрчететпĕр. Кайран вара пĕр-пĕрне айăплатпăр.

Уртаракан чиртен сыватма çук. Анчах та унран сыхланма пулать. Килти йытăсене вакцинăламалла. Ку енĕпе эпир чылай ĕç туса ирттертĕмĕр. Цифрăсем илсе кăтартни никамах та интереслентермĕ. Чи хăратаканнисем — хуçасăр, çапкаланса çÿрекен йытăсен шутне чакарма май килменни. Вĕсемпе эпир персе пăрахмасăр кĕрешейместпĕр. Ку та çак йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр мар. Район администрацийĕ темиçе çул каяллах ялсенче йытăсене тата кушаксене усрамалли правилăсем кăларнă. Унти пунктсенчи йĕркесене пăснă тĕслĕхсем пулсан саккун тăрăх хуçисене административлă майпа явап тыттарма ирĕк пурри çинчен каланă.

Ку Правилăна районти ялсенчи чылай çын пĕлмест те пулĕ. Анчах та пĕлменни айăплавран хăтармасть. Ку сăмахсене эпĕ кама та пулин хăратас, сиен тăвас тесе каламастăп. Тирпейлĕ, асăрхануллă пулмалли çинчен çеç тепре аса илтересшĕн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика