АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршĕсемпе курнăçнă, килĕшÿсем тунă

19 марта 2011 г.

Тутарстанпа Чăваш Республикисем ĕлĕкренех тачă çыхăну тытаççĕ. Экономика, наука-техника, культура енĕпе çирĕп çыхăну йĕркеленĕ, вăл вăй илсех пырать. 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Тутарстанра 126,5 пин ытла чăваш пурăнать. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Тутарстанри чăваш диаспори — чи пысăкки.

Çак кунсенче ЧР Президенчĕ ертсе пынипе республика делегацийĕ Тутарстанра официаллă визитпа пулнă. Малтанах вĕсем «Майский» теплица комбиначĕ» ОООна çитсе курнă, унти ĕç-хĕлпе паллашнă. Пирĕн тăрăхран кайнисем «Химград» технополис производствипе те кăсăкланнă.

«Наука организацийĕсем тачă çыхăну тытни, предприятисем алла-аллăн ĕçлени, пултарулăх тата информаци енĕпе пĕр-пĕрин опычĕпе усă курни икĕ енлĕ хутшăнусене пирĕн республикăсемшĕн тата вĕсен çыннисемшĕн усăллă йĕркелеме май парать»,— тенĕ М.Игнатьев.

Делегаци тĕрлĕ производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Федерацин Хусан (Атăлçи) университетĕнче Тутарстанри Чăваш наци автономийĕн активĕпе тĕл пулнă. Вăл 2001 çултанпа ĕçлет. Тутарстанри 21 районта чăваш нацийĕн пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ, 118 шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ.

«Пуçласа икĕ президентăн çакнашкал тĕл пулăвĕ тутар çĕрĕ çинче иртет, сире кунта малашне те чунтан кĕтетпĕр»,— тенĕ Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн пуçлăхĕ К.Яковлев.

Визит вăхăтĕнче Чăваш Ен делегацийĕ «Универсиада-2013» презентаципе, аслă шкулăн истори музейĕпе паллашнă. Унтан Хусан хулин мэрийĕнче Чăваш Енри хуласен пуçлăхĕсем Тутарстан тĕп хулин ертÿçисемпе курнăçнă, тĕл пулура пĕр-пĕрин шухăшĕсемпе паллашнă. Çавăн пекех Чăваш Енпе Тутарстан президенчĕсен тĕл пулăвĕ иртнĕ, унта икĕ республика тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика