АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă пĕлÿ илĕр, ĕçлеме района килĕр

19 марта 2011 г.

«Вĕренни — çутă, вĕренменни —тĕттĕм»,— текен каларăш паянхи кун кивелнĕ пек те туйăнать. Апла мар çав, шăпах паян аслă пĕлÿллĕ, квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Çавăнпа та РФ Шалти ĕçсен министерстви 2011 çулта çамрăксене институтсене вĕренме кĕме йыхравлать. Кăçал Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕнче «Правоохранительная деятельность» специальноçпа пĕлÿ илме май пур. Унта 5 çул вĕренмелле. Раççей Шалти ĕçсен министерствин Санкт-Петербургри университетĕнче «Бухгалтерский учет, анализ и аудит» специальноçпа пĕлÿ параççĕ. 5 çул вĕреннĕ хыççăн эсир ăслă-тăнлă, шут ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем пулса тăрăр. Воронежри институтра та сирĕн 5 çул пĕлÿ илмелле пулать. Унта «Автоматизированные системы обработки информации и управления» специальноçпа вĕрентеççĕ.

Шалти ĕçсен министерствин шалти ĕçсен çар службине те пултаруллă, вĕреннĕ çынсем кирлĕ. Ку тĕлĕшпе Санкт-Петербург, Саратов хулисенчи çар институчĕсемпе пирĕн çыхăну пур. Пурнăçа право органĕсемпе çыхăнтарас тесе шутлакансене, ĕмĕтленекенсене, кăçал 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсене районти шалти ĕçсен пайĕн кадрсен пайне пырса ыйтма е шăнкăравлама сĕнетпĕр. Телефонсем: 5-10-95, 8-937-376-50-99, 8-927-846-91-76.

Аслă пĕлÿ илĕр те хамăр районах килме тăрăшăр. Пире сирĕн пулăшăвăр кирлех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика