19 марта 2011 г.
Тукай ял поселенийĕ — районта пысăккисенчен пĕри. Унта 6 ял кĕрет. Пурĕ 3122 çын пурăнать. Пухусем çак кунсенче кашни ялтах иртнĕ. Çынсем тĕрлĕ ыйту çĕкленĕ. Çул-йĕре пăхса тăрасси, кредитсемпе усă курасси, тирпей-илем енĕпе ĕçлесси те пулнă унта.
Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева 2010 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Вăл пурнăçламалли чылай ĕç палăртнă.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Г.М.Киргизов ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тĕплĕ хуравсем панă. Пухусен ĕçне социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Т.Г.Смирнова, халăха ĕçпе тивĕçтерекен учрежденире тăрăшакан Л.Н.Матвеева хутшăннă. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Халăха ял пуласлăхĕшĕн кирлĕ сĕнÿсем пани паха.
Источник: "Каçал Ен"