16 марта 2011 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра кун çути курнă ачасенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук та ĕнтĕ. Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Дмитрий Захарович 1941 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕне курмасăрах ÿснĕ вăл. Захар пĕр çапăçура пуç хунă. Амăшĕн 4 ачана ура çине тăратма тивнĕ. Апат-çимĕç енчен те, çи-пуç тĕлĕшпе те йывăрлăхсем пулнă. «Саплăк çине саплăк лартнă тум-тир пулсан та вĕсем таса пулччăр,— тетчĕç ун чухне пире шкулта»,— аса илет Дмитрий Захарович. Çу кунĕсенче колхозра тăрăшнă. Тĕрлĕ ĕç тума тивнĕ унăн. Темĕнле хĕн пулсан та вăтам пĕлÿ илме пултарнă. Шкулта лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пынă. 1959 çулта автоводительсем хатĕрлекен 4 уйăхлăх курсра вĕреннĕ. Тепĕр çулхи август уйăхĕнче çар ретне тăнă. Салтак тумĕ тăхăнсан Польша çĕрĕ çинче служба ирттернĕ. Вăл вăхăтра тĕнчери политика лару-тăрăвĕ çивĕч пулнă. Дмитрий тăракан артиллери полкĕн те яланах сыхă, вăл е ку кăткăслăх сиксе тухсан çапăçăва кĕме хатĕр тăмалла пулнă. Д.Ивановăн 3,5 çул службăра тăма тивнĕ. Вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă.
Çартан таврăнсан чун-чĕререн юратнă Ольга Поденковăпа пĕрлешнĕ. Паянхи кун та вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ.
1965—1969 çулсенче милицире ĕçленĕ. Вăл вăхăтра шалти ĕçсен пайĕнче те- миçе инспектор çеç тăрăшнă. Дмитрий Захарович 13 ял Совечĕпе участковăйра ĕçленĕ.
«Автомашина пĕртен-пĕрре çеçчĕ. Юланутпа е кÿмепе, çунапа çеç çÿреттĕмĕр. Вăл вăхăтра йывăр преступленисем тăвакансемех пулман. Ытларах чухне сăмакун юхтаракансемпе кĕрешнĕ. Çемьери харкашусене, вăрланине, çаратнине уçса панă»,— тет Д.Иванов аса илÿ авăрне чăмса.
Дмитрий Захаровичăн малалла вĕренес ăнтăлăвĕ пулнă. Мăшăрланнине пăхмасăрах куçăмлă майпа Улатăрти совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Унта бухгалтер профессине алла илет.
1971 çулта вăл Канашри строительство пĕрлешĕвĕн Дубовкăри кирпĕч цехĕнче тĕп бухгалтерта ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтра унта производство калăпăшĕ пысăк пулнă. Çавăнпа та шут ĕçне туса пыма та çăмăлах килмен. Кашни кун тенĕ пек яла çÿренĕ. Ун чухне автобуссем çÿремен, çул-йĕр йĕркеллĕ пулман. Пултаруллă бухгалтера асăрханах ĕнтĕ. «Заветы Ильича» колхоз председателĕ И.И.Чернов 1979 çулта ăна пĕрлешÿллĕ хуçалăха чĕнет. Малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ унăн асăннă хуçалăхпа çыхăнать. Колхоз районта юлса пыракансен шутĕнче пулнă. Иван Иосифович ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынипе, пултаруллă кадрсем тупнипе хуçалăх аталанма пуçлать. Районти ăнăçлă ĕçлекен колхозсен шутне кĕнинче ытти специалистсемпе пĕрлех тĕп бухгалтерăн Д.Ивановăн тÿпи те пурах. 1994 çулччен тăрăшать вăл çак ĕçре. Тивĕçлĕ канăва кайичченех тĕп экономистра вăй хурать.
Мăшăрĕпе вĕсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ивановсене 6 мăнукĕ савăнтарать.
Дмитрий Захаровича хастар ĕçшĕн тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Вăл — ĕç ветеранĕ. 70 çула çитнĕ пулин те вăр-вар. Ир-ирех ура çинче. Хуçалăхра ĕне тата ытти выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Анкартинче, пахчара ĕçлеççĕ. Автомашина рулĕ умне ларса хиртен утă-улăм киле валли çеç мар, кÿршĕсене те илсе килме пулăшать.
Хисеплеççĕ ăна ялта. Малашне те унра вăй-хал тапса тăтăр, ăнăçу юнашар çÿретĕр.
Источник: "Каçал Ен"