АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрĕ çул çине тухчăр тесе тăрăшнă, тăрăшаççĕ

16 марта 2011 г.

 

Уголовлă айăплав ĕçĕсене пурнăçлакан инспекци халăха, общественноçа хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕлтерсех тăрать. Ку енĕпе вĕсем ял тăрăхĕсенче час-часах пулаççĕ, айăпа кĕнисемпе тăтăшах курса калаçаççĕ, саккуна пăсни мĕн патне илсе пыни пирки асăрхаттараççĕ, йăнăшсене тÿрлетме май пуррине ăнлантарса параççĕ.

Районти уголовлă айăплав ĕçĕсене пурнăçлакан инспекцире паянхи кун 47 çын шутра тăрать. Вĕсемпе В.Х.Денисов тĕрлĕ профилактикăлла мероприяти ирттерет, тĕл пулусем йĕркелет, курса калаçать. «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан учетра тăракансен шучĕ чакрĕ. Эпир граждансене, судпа айăпланнă пулин те, çирĕп мерăсемпе явап тыттарма тĕллев тытмастпăр»,— пĕлтерчĕ мана инспекци начальникĕ Валерий Христанович.

Учетра тăракансенчен чылайăшĕ хăйсен айăпне тĕрĕс ăнланса илнĕ, саккуна хирĕç ĕçсем тума пăрахнă, килте, çемьере хăйсене лайăх тытаççĕ, обществăлла ĕçсене хутшăнаççĕ.

Çакăн пек тĕллевпе ирттерчĕ те ĕнтĕ иртнĕ кунсенче килсе çитнĕ комисси тестированине. Условнăй майпа айăпланнă 39 çын ыйтусем çине хуравларĕ. Тĕп хуламăртан килсе çитнĕ уголовлă инспекцин ертÿçи, шалти службăн майорĕ С.А.Пушкин, аслă психолог Н.Г.Федорова кăтартусемпе кăмăллă пулчĕç.

«Условнăй майпа айăпланнисем хăйсене обществăра мĕнле тытнине, епле условисенче пурăннине сăнаса тăрас тесе час-часах операцисем йĕркелеççĕ. Анчах та ку кăна сахал. Айăпланнă çынсен шухăш-кăмăлне пĕлме ирттертĕмĕр те ĕнтĕ çак тестированине»,— каларĕ Надежда Геннадьевна.

Кашни кварталтах Валерий Христанович пуçарăвĕпе учетра тăракан çул çитмен ачасемпе (кăçал вĕсен шучĕ 2) тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулусем ирттерет. Унта прокуратура, шалти ĕçсен пайĕн, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин, наркологи тата психологи службисен ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ, кирлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика