АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мана район хаçачĕ çул уçса панă»

16 марта 2011 г.

«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕнче 17 çул ытла тăрăшакан Геннадий Максимов, хăй вăхăтĕнче «Октябрь ялавĕ» (халĕ «Каçал Ен») хаçатра ĕçленĕскер, нумаях пулмасть 50 çул тултарчĕ.

Аса илтеретпĕр: пирĕн хаçатра вăй хунисĕр пуçне Геннадий Аркадьевич ВЛКСМ Комсомольски райкомĕнче, Чăваш радиора, Чăваш телевиденийĕнче, «Хресчен сасси» хаçатра, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕнче ĕçленĕ. Унсăр пуçне вăл литературăпа кăсăкланать — калав-повеç çырать. «Сталин грамоти», «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнекисене вулакансем хапăл туса йышăнчĕç. Кĕçех, иккĕмĕш кварталта, ентешĕмĕрĕн виççĕмĕш кĕнеки — «Танец в ночи» — пичетленсе тухмалла.

Журналистикăри тата литературăри çитĕнÿсемшĕн ăна Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Хисеп грамотисемпе, «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа, Чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премипе, «Наци кăларăмĕсен чи лайăх журналисчĕ — 2002» ятпа, кăçал — «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.

Çак кунсенче Геннадий Максимовпа курнăçма май килчĕ. Унпа хыçа хăварнă çур ĕмĕрĕн анлăшне виçелесе тишкертĕмĕр.

— Геннадий Аркадьевич, чăн малтанах сана сумлă юбилейпе тата Чăваш Республикин пысăк наградине илме тивĕçнĕ ятпа чĕререн саламлатăп. Пирĕн редакци витĕр выртнă журналистикăри çулу яланах çутă та такăр пултăр. Кала-ха, çур ĕмĕрти ĕçÿ-хĕлÿпе эсĕ кăмăллă-и?

— Пĕтĕмĕшле илсен çырлахма пулать-тĕр. Çапах та кирек мĕнле ĕçе те алран кайтăр тесе туман, эпĕ вăй хунă коллективсенче те «Гена кахалччĕ, хушнине çиелтен шăйăрттарса пурнăçлатчĕ» тенине илтмен.

— Эсĕ сумлă организаци-предприятисенче ĕçленĕ, ĕçлетĕн. Хăшĕнче тар тăкни кĕтрет çути пек çуталса тăрать.

— Кашниех ăсăм-пуçăмра тарăн йĕр хăварнă. Чи асра юлни вара — район хаçатĕнче ĕçленĕ çулсем. Урăхла пулаяс та çук: мĕншĕн тесен журналистикăри пĕрремĕш утăмсене кунта туптанă, кунта вăй илнĕ.

— Пĕлетĕп: «Октябрь ялавне» эсĕ пиллĕкмĕш класра чухнех заметкăсем çырма тытăннă. Çак туртăм ăçтан тата кам хавхалантарнипе йăтăнса тухнă?

— Татăклă хуравлама та аптăратăп. Пирĕн йăхра хаçат ĕçĕпе тăрмашнисем пулнă тăк — вĕсем витĕм кÿнĕ тенĕ пулăттăм та, анчах, тăвансем каланă тăрăх, ун пеккисем пулман. Чăвашла кĕнекесем вулама юратнăран, Нĕркеç халăхĕ хăйне евĕрлĕ, ыттисенчен раснарах пулнăран, çавна май вĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕм района пĕлтерес тени пулĕ аллăма ручка тыттарнă. Тата çакна питĕ лайăх ас тăватăп: тăватă-пилĕк заметка янă хыççăн райхаçат редакторĕнчен Никандр Афанасьевич Якимовран çыру илтĕм. Унта вăл шкул, ял халăхĕн пурнăçне çырса кăтартма вунă-вун пилĕк тема сĕннĕччĕ. Никандр Афанасьевич ку енĕпе пысăк пулăшу кÿчĕ тени — пĕрре те ÿстерсе калани мар. Çавăн пекех аннен пиччĕшĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă кукка — Николай Прокопьевич Прокопьев — час-часах хавхалантаратчĕ: «Гена, çырма ан пăрах. Шухăшна уçса пама пĕлен»,— тетчĕ. Хамăрăн касрах пурăннă Элекçей тете те — Алексей Михайлович Смолин — ырă та хавхалануллă сăмахĕсене шеллеместчĕ. Çырас кăмăлăма пушшех те çĕклентерсе яраканни вара пирĕн ял писателĕ Лаврентий Васильевич Таллеров пулчĕ: 1975 çулта хăйĕн тин çеç пичетленсе тухнă «Хурăн шывĕ» кĕнекине Шупашкартан ярса пачĕ. Унта çапла çырнăччĕ: «Çамрăк тусăма, тăван ял ачине Геннадий Максимова — телейпе ырлăх-сывлăх сунса, Л.Таллеров». Çавăнтанпа 36 çул иртрĕ, апла пулин те автографлă пĕрремĕш кĕнекене халĕчченех тирпейлĕ упратăп.

Санăн ыйту та çуралчĕ-тĕр: сумлă çыравçă мĕне тĕв туса хăйĕн кĕнекине парнеленĕ?

— Геннадий Аркадьевич, сана чăнласах та çавăн пек ыйту парасшăнччĕ?

— Апла пулсан калам: çак кĕнекене вулас килни пирки пĕлтерсе ун патне çыру ятăм. Çапах та ентеш вĕт-ха... Эпĕ ун чухне Шупашкара кăна мар, Мускава та çырусем яраттăм: ЦСКА хоккей клубне, Харламов, Петров, Михайлов, Фирсов... хоккеистсен тĕслĕ сăн ÿкерчĕкĕсене ярса пама ыйтса. Мĕн тетĕр, ярса пачĕç. Килте, уйрăмах тетесем, питĕ тĕлĕннĕччĕ.

— Райхаçатра, чăваш телевиденийĕнче, «Хресчен сассинче», «Çамрăксен хаçатĕнче», «Хыпарта» эсĕ мĕнле ĕçленине, мĕнле статьясем çырнине вулакансем пĕлеççĕ, тишкерсех тăраççĕ. Çавăнпа та журналистика анинчен литература каçалăкне куçар-ха. Мĕн хĕтĕртнипе ку ĕçе пусăмласа кÿлĕнтĕн.

— Калавсем çырас тĕллев райхаçат редакторĕ Геннадий Алексеевич Уткин мана вуннăмĕш класс пĕтернĕ хыççăн радиокорреспондентра ĕçлеме иличченех пулнă. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне тантăшăмсене çапла каланăччĕ: «Журналист пулатăп. Хамăн ĕмĕрте пĕр кĕнеке кăларатăп: калавсен пуххи». Райхаçатра ĕçленĕ хушăра вунна яхăн калав çырнă, пичетлесе кăларнă. «Сыв пуллашу», «Ывăл патĕнче», «Виркка», «Кăрмахвун Кĕтери», «Сталин грамоти» калавсене район халăхĕ вуланах, асĕнче хăварнах пулĕ тетĕп. Чылай калава, паллах, кайран якатрăм, хушрăм-анлăлатрăм. Сăмахран, «Кăрмахвун Кĕтерине» пысăклатрăм, ятне улăштартăм: «Сталин грамоти» кĕнекере вăл «Çĕрлехи ташă» ятпа тухрĕ. «Сталин грамоти» калава çеç нимĕн те тĕкĕнмен, юсаман. Пысăклатма, повеç шайне çитерме сĕнекенсем нумайăн пулчĕç пулин те. Сăмах май, ăна вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем валли кăларнă хрестоматие кĕртнĕ.

— Паянхи литература мĕнле шайра тесе шутлатăн?

— Совет саманинче çырнисенчен пĕрре те кая мар тесшĕн. Обществăри проблемăсене çутатса параслăхпа ĕлĕкхи çыравçăсенчен ирттеретпĕр те.

— Хальхи вулакан тавра курăмĕпе мала кайрĕ. Шухăшласа кăларнă, мачча çине пăхса çырнă калав-повеçе вăл килĕштерсех каймасть...

— Кăна питĕ тĕрĕс палăртрăн: чăннипех те çавăн пек. Паянхи вулакан чăн пурнăç çинчен якатмасăр, суймасăр çырнине ĕненет. Калав-повеç калăпланă чухне çакна тĕпе хуратăп та. Манăн сюжетсен 80 проценчĕ — пурнăçран.

— Хăш-пĕр критик е вулакан сана: «Кăра та хаяр сăнлать»,— тет. Вĕсен шучĕпе — çемçе чĕлхепе çырмалла. Кун пирки мĕн каланă пулăттăн.

— Социаллă тан марлăхра пурăннă чухне епле-ха урăхла çырайăн? Çакнашкал япаласем çинчен Эмиль Золя та, француз литературин классикĕ, тÿррĕн çырнă. Унăн геройĕсем мĕнле калаçни кĕлеткене шăнтса ярать. «Жерминаль» романĕ çеç мĕне тăрать, куç-пуçа чалăштарса ярать.

— Сана мĕнле темăсем çывăхрах?

— Ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан темăсем улшăнман. Вĕсем — пурнăçпа вилĕм, юрату тата ĕç, этем тата çут çанталăк.

— Калав-повеç çырнă чухне саншăн чи йывăрри мĕн?

— Ят парасси тата — вĕçĕ. «Вăхăта парăнман юрату», «Çĕрĕллĕ хура кушак» повеçсен вĕçĕсемпе нумай муталантăм: вунă-вун пилĕк хут улăштартăм. Эпĕ мĕн вăл, тĕнче классикĕсем еплешшĕ тертленнĕ. Калăпăр, Эрнест Хемингуэй «Прощай, оружие» романăн юлашки страницине 39 хутчен хуратса çырнă.

— Хайлавра чи кирли мĕн пулмалла?

— Сюжет тата чĕлхе. Вĕсем пĕр гармонире шăрçаланмалла. Çак кĕвĕлĕхе тупма-туптама вара ай-вай! йывăр. Уйрăмах чĕлхе тĕшшипе ĕçлемелле те ĕçлемелле хальхи çыравçăсен. Ку енĕпе, мĕн пытармалли, аслă писательсене — Хветĕр Уяра, Лаврентий Таллерова, Илпек Микулайне, Александр Артемьева, Никифор Мраньккана... — çитме нумай тар тăкмалла-ха пирĕн...

— Хăвна ытлашши ан ÿпкеле-ха, «Максимовăн чĕлхи япăх» тенине ку таранччен илтменччĕ-ха.

— Ĕçлемелли, пуç ватмалли пур пĕр çителĕклех. «Лайăххин чикки çук» тесе ахальтен каламан. «Чи пĕрремĕш тата чи кирли — чĕлхене якатмалла, ăна тĕрлĕ çÿп-çапран шăмă тухиччен тасатмалла»,— тенĕ журналистикăра нумай çул ĕçленĕ, кайран чаплă писателе тухнă Эрнест Хемингуэй та. «Шăмă тухиччен тасатмалла...» Вăйлă каланă вĕт.

— Вăйлă тата тĕрĕс палăртнă... Шкулта вĕреннĕ чухне тантăшусене «хамăн ĕмĕрте пĕр кĕнеке кăларатăп» тесе каланăшăн хăвна ÿпкелеместĕн-и. Çав сăмахсене персе яман пулсан, тен, халĕччен икĕ кĕнеке çеç мар, пиллĕк-улттă та кăлараттăн.

— Кун пек каласа хама мĕншĕн тăлласа хутăм-ха — тесе халĕ чăнах та шухăшлакалатăп. Писатель ĕçне мар, пĕтĕм пурнăçăма журналистикăпа çыхăнтарма авăрланнăран çапла пупленĕ-тĕр ĕнтĕ эпĕ. Журналистикăри ÿсĕм-çитĕнÿ нумай вăхăтлăха маррине, капланнă шухăшсене унта вырнаçтарса пĕтерес çуккине телевиденире ĕçленĕ чухне ăнланса илтĕм. Капашлăрах калав-повеç çырма шăпах çав вăхăтра тĕллев тытрăм.

«Халĕччен икĕ кĕнеке çеç мар, пиллĕк-улттă та кăлараттăн» терĕн те, сумлă пĕр çыравçă калани аса килчĕ. «Хăшĕ-пĕри йĕм кантри хулăнăш кĕнеке кăларать те «Капитал» çырса пĕтернĕн янрашса çÿрет»,— тенĕччĕ вăл лăх-лăх кулса. Эпĕ те кашни повеçпе е икĕ-виçĕ калавпа кĕнекесем кăларма пултарнă. Анчах та ку меслет ман валли мар. Графомансен, кĕнеке шучĕшĕн ĕçлекенсен ретне эпĕ нихăçан та тăрас çук.

— Çапах та икĕ кĕнекепе кăна çырлахмастăн-ха ĕнтĕ. «Тăван Атăл» журналта та «калав-повеç валли сюжетсем тăкăнса тăраççĕ» тесе пĕлтернĕччĕ.

— Тĕрĕсех. Кăçал «Танец в ночи» кĕнеке тухмалла. Ăна чăвашларан Николай Николаевич Максимов çыравçă вырăсла куçарнă. Кăçалах «Кулак ачи» повеçĕн иккĕмĕш пайне çырса пĕтересшĕн. Пĕтĕмпех йĕр-келлĕ аталанса пырсан килес çул вĕçнелле, тен, вулакан патне çитерме те май килĕ. Пиллĕкмĕш кĕнеке Николай Никифоров журналистăн пурнăçĕпе, синкерлĕ вилĕмĕпе çыхăннăскер пулать. Тĕрĕссипе, ăна тахçанах çырмаллаччĕ. «Тимĕре» хĕрнĕ чухне туптамаллаччĕ. Калăпăшĕпе ытти повеçрен чи капашли пулассăн туйăнать-ха вăл. Сюжетсен йĕрне-çулне 50-60 процент таран палăртса хунă, пусăрăнса лармалла та — çырмалла, çырмалла, çырмалла.

— Ĕмĕтÿсем пысăк та пархатарлă. Вĕсене пурнăçа кĕртме сывлăх та ăнтăлуллă вăхăт сунатăп.

— Тавах. Çаплах пултăрччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика