16 марта 2011 г.
Çулталăк тăршшĕпе районти ялсенче чылай ĕç тăваççĕ. Вĕсене ял поселенийĕсен администрацийĕсенчи специалистсем йĕркелесе пыраççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ хыççăн вĕсем пурнăçланă ĕçсем пирки халăх умĕнче отчет туса параççĕ. Пухусем пуçланнă. Халиччен вĕсем Тукай, Асанкасси, Хырхĕрри тата ытти хăш-пĕр ял поселенийĕсен администрацийĕсенче иртнĕ. Унта тĕрлĕ ыйу пăхса тухнă, пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Социаллă инфраструктура аталанăвĕ, культура, медицина, вĕрентÿ, спорт пирки калаçнă. Çĕр ыйтăвĕ те тĕп вырăнта тăнă.
Пĕрле канашласа кирлĕ йышăнусем тунă. Пухусем ял поселенийĕсенче малалла пыраççĕ.
Источник: "Каçал Ен"