16 марта 2011 г.
Çуркунне хăй сассине парсах пырать. Çут çанталăка пĕлсе пĕтерме çук. Хăвăрт ăшăтса яма та пултарать. Юр ирĕлсе пĕтнĕ хыççăн, çĕр пулса çитсен, техника хире тухать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тракторсем, кăкарса ĕçлемелли техника хатĕр-и. Çак тата ытти ыйтусем тавра Патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕпе С.Н.Кокаревпа калаçрăмăр.
— Сергей Николаевич, пирĕн районта уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă тата кĕске вăхăтра пурнăçлама техника хатĕрĕсем çителĕклĕ-и.
— Юлашки çулсене тишкерсе пăхсан эпир республикăра кайрисен шутĕнче пулман. Хуçалăхсем çулсеренех пĕчĕккĕн машинăпа трактор паркĕсене çĕнетсех пыраççĕ. Тракторсем, автомашинăсем туянаççĕ.
Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем пирки те манса каймаççĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, агротехника ĕçĕсене тĕнче шайĕнчи пахалăхпа пурнăçлама май пур техникăпа та пуянланаççĕ. Ман шутпа, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те, уйрăм çынсем те кăçал ака-суха ĕçĕсене ăнăçлах ирттереççĕ.
— Кĕçех çулсеренех ирттерекен патшалăх техника тĕрĕслевĕсем пуçланаççĕ. Кăçалхи техосмотрсем тытăниччен пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсем пирки кĕскен чарăнса тăраймăр-ши.
— Ку ыйту тĕрĕсех пулĕ. Эпĕ тÿрремĕнех кăçалхи кăтартусем пирки чарăнса тăраймастăп та. Çĕнĕ техника туянасси чарăнман-ха.
Пĕлтĕр эпир районти 56 организацире, вĕсенчен 36-шĕ агропромышленность комплек-сĕпе тÿрремĕнех çыхăннă, техника тĕрĕслевĕ ирттернĕ. 265 трактор, 190 прицеп, тыр-пул пуçтарса кĕртмелли 75 комбайн техосмотр тухнă.
— Уйрăм çынсем те техника хатĕрĕсем тытаççĕ. Вĕсем тĕрĕслев витĕр тухаççĕ-и.
— Шел пулин те, иртнĕ çул регистрациленĕ техникăн 52 проценчĕ çеç техосмотрта пулнă. Ку питĕ сахал. Тĕрĕслев тĕрĕслевех. Комисси кăлтăксене палăртать, вĕсене пĕтерме хушать. Юсавсăр тракторпа çула тухни е ĕçлени хăрушлăх патне илсе çитерме пултарни пирки манас марччĕ. Çакăнпа уйрăм çынсене, техника пур пулсан, унпа ĕçлесен тĕрĕслев витĕр кăларма сĕнетпĕр. Штрафсемпе хăратмастăп эпĕ. Кăлтăксене пĕтерсен, кирлĕ документсем пулсан, ĕçлеме те хăвăршăнах лăпкăрах пулĕ. Тухăçлăх та палăрĕ.
— Сергей Николаевич, уйрăм çынсенче техника чылай-и.
— Документпа регистрациленисем — 301 трактор, 102 прицеп. Вĕсемсĕр пуçне — çул-йĕр строительствин тата мелиораци машинисем.
— Районта промышленность предприятийĕсем те пур.
— Иртнĕ çул предприятисемпе организацисенчи техникăн 74 проценчĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Вĕсенчен 77,8 процентне «лайăх» хак панă.
— Хăш хуçалăхсенче техника çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ-ши.
— Тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсемсĕр паянхи кун уй-хир ĕçĕсене ирттерме çук. Ку чăнлăх. Çавăнпа та кашни хуçалăхрах ку енĕпе çине тăраççĕ. Трактор-и, автомашина-и, сеялка-и е ытти агрегатсен юсавлăхĕ пирки тимлеççĕ. Çапах та манăн «Искра», «Урожай», «Слава», «Рассвет», «Заря», «Асаново», «Труд» хуçалăхсенче çине тăрса ĕçленине палăртас килет. Унти техникăн 95—100 проценчĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче юсавлă пулни палăрчĕ.
— Халĕ хире тухакан чылай техникăн ĕçлемелли вăхăчĕ иртнĕ ĕнтĕ.
— Çапла. Хăшĕ-пĕрисем 15—20 çул е ытларах та уй-хир ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Чăннипе каласан пирĕн ăста механиза-торсен тата юсавçăсен пултарулăхĕпе çеç тытăнса тăраççĕ.
— Тĕрĕслев вăхăтĕнче мĕнле пысăк кăлтăксене асăрхатăр.
— Питĕ пысăк кăлтăксемех мар пулĕ. Тепĕр чухне тракторист ĕçлесе çитерейменни палăрать. Пĕр-пĕр пĕчĕк кăлтăк та пысăк хăрушлăх патне илсе пынине ăнланмаççĕ. Прицепсем çинче тормозсем çук, фарăсем çунмаççĕ... Каласан чылайăшне асăнма пулать. Механизаторсем вĕсене хăйсемех аван ăнланаççĕ.
Тĕрĕслеве лайăх хатĕрленме ыйтасшăн. Техника уя тухма хатĕр пултăрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"