АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне манмани паха

12 марта 2011 г.

Редакцие Çĕнĕ Шупашкартан çыру килчĕ. Унта С.И.Костров пирĕн районта çуралса ÿснĕ, салтак пăттине пĕрле тутанма тивнĕ ентешсем пирки аса илет.

Салтак службинче тăнăранпа нумай çул иртнĕ пулин те, Сергей Ильич Костров çав çулсене манса кайман. Йĕпреç каччи Комсомольски районĕнчи 3 яша ятран, хушаматран асăнать. 1956 çулта ÿкернĕ сăн ÿкерчĕке ярса панă. Унта Петр Скворцов, Владимир Ярлыгин, Трофимов (ятне аса илеймен пулĕ), Сергей Костров асăнмалăх çапăннă.

«Çак çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Канашри çар ĕç комиссариатĕнче пире танкист пулма суйласа илчĕç. Уншăн савăнтăмăр эпир. Анчах та малтанах пире танксем патне мар, Красноярск крайне, тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте ĕçлеме ячĕç. Çулталăк çурăран çеç эпир Хусанта танкистсен формисене тăхăнса, Бердичев хулине çитрĕмĕр. Унта танкистсем хатĕрлекен шкулта пурте тăрăшса вĕ-рентĕмĕр. Эпир, ял ачисем, алран кайтăр тесе вĕренмен. Командирсем мĕн каланине йăлтах пуçа хывса пынă. Çакă, паллах, пире малашнехи службăра пулăшса пынă»,— тет Сергей Костров ветеран.

— Тусăмсен малашнехи шăписем епле-ши? Пурнăçа мĕнле пурăнса ирттертĕр? Çаксем пирки пĕлес килет,— тет вăл.

РЕДАКЦИРЕН: Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те пĕр вăхăтра çарта пулнисене манса кайманни паха. Ентешĕмĕрсем, С.И.Костров ячĕпе Çĕнĕ Шупашкара 8(8352) 78-44-39 телефонпа шăнкăравлăр. Хăвăр шăпа çинчен редакцие çырса пĕлтерĕр. Эпир Виçпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Комсомольскинче пурăнакан Петр Константинович Скворцовпа курса калаçрăмăр. Вăл чăннипех те çав çынсене палланине пĕлтерчĕ. Анчах та хăйне япăхрах туйнипе килтен пит тухса çÿреймест иккен.

Çур ĕмĕр иртсен те пĕр-пĕрне манманни пархатарлă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика