АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкартан çитнĕ савăнăçлă хыпар

12 марта 2011 г.

Кăçал хĕллехи каникул хыççăн пирĕн районта пĕрремĕш хут православи культурин никĕсĕсемпе йĕркеленĕ «Русь Святая, храни веру православную!» ятлă олимпиада иртрĕ. Унта шкулта 5—11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултарчĕç. Малти вырăнсене вăтам шкулсенчен Комсомольски пĕрремĕш тата Хырай Ĕнел, Хырхĕрри тата Александровка тĕп шкулĕсен вĕренекенĕсем йышăнчĕç. Районти олимпиадăра 10—11-мĕш классем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ вĕренекенсем малалла нарăс уйăхĕнче Шупашкар хулинче вăй виçрĕç. Унта республика шкулĕсемпе гимназисенче пĕлÿ пухакан 57 ача хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче 11-мĕш «б» класра вĕренекен Дария Спиридонова тата Хырай Ĕнел шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Анна Ярлыгина хÿтĕлерĕç. Ачасем тата вĕсен вĕрентекенĕсем — Л.А.Афанасьева, Г.А.Белкова, О.Г.Сорокина — вăй хуни, тăрăшни сая каймарĕ.

Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕн район хĕрĕсем иккĕшĕ те виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илни паллă пулчĕ.

Православи культурин никĕсĕсемпе иртекен олимпиадăна кăçал пĕрремĕш хут Раççей шайĕнче йĕркеленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика