12 марта 2011 г.
Юлашки вăхăтра 1000 тенкĕлĕх суя укçасем час-часах курăнма пуçларĕç. Вĕсене хатĕрлекенсемшĕн çакă меллĕ. Суя укçа кашнин аллинех лекме пултарать. Çавăнпа та çынсене тимлĕрех пулма ыйтатпăр. Район çыннисем ултав серепине ан лекчĕр тесе темиçе сĕнÿ-канаш парас килет.
Суя укçасенчи çутă шыв паллисем (водяные знаки) уçăмлăн палăрмаççĕ. Ун пеккисем ультрафиолет пайăркисем çинче çуталаççĕ, чăннисем вара микроволокносем урлă анчах. Суя укçасенчи сăрă та хăпăнса ÿкме пултарать. Хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ купюрăсене ятарласа лучăркаса кивĕ сăн кĕртни те пулать. Суя укçасем çинчи сери номерĕсем те уçăмсăр. Банкнотăн пиччĕн пайĕнчи Ярослав Мудрый ÿкерчĕкĕн сылтăм енче асамат кĕперĕн пĕтĕм тĕсĕ палăрать, суя укçасен ун пек мар.
Енчен те хăвăр енчĕкĕрте суя укçа пулнине асăрхасан мĕн тумалла-ха; Чи малтанах вăл ăçтан тупăнни пирки шутласа илмелле. Ăна камран илнĕ е панă — çакă интереслентермелле. 5-14-14 телефонпа районти шалти ĕçсен пайне пĕлтермелле е милици уйрăмне илсе пымалла. Унта банкнота суя е чăн пулнине тĕп-тĕрĕс палăртĕç.
Енчен те пĕлсе тăрсах çакăн çинчен никама та шарламасăр ăна тĕллевлĕ урăх çынна тыттарса ярсан саккун çирĕп ыйтать. РФ Уголовлă Кодексĕн 186 статйипе уголовлă ĕç пуçараççĕ. Çакă эсир суя укçа туса хатĕрленине тата унпа усă курма хăтланнине пĕлтерет. Уголовлă Кодексăн статйипе килĕшÿллĕн пĕтĕм пурлăхăра туртса илсе (конфискацилесе) 5 çултан пуçласа 9 çулччен тĕрмене хупма пултараççĕ.
Пысăк хисеплĕ хут укçасене алла илсе кĕсьесене чикиччен тимлĕхе
Источник: "Каçал Ен"