АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Лайăх кĕнеке – чун апачĕ»

12 марта 2011 г.

— çапла хакларĕç районти тĕп библиотекăна Г.Максимовăн «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнекин презентацине пуçтарăннисем. Асăннă кĕнеке вара чăнах та интереслĕ, ăна пĕр тытсан вуласа пĕтермесĕр те алран ярас килмест. Çыравçăпа тĕл пулма Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, «Шанчăк» клуб членĕсем, вулама юратакансем, ялсенчи библиотекарьсем килнĕччĕ.

Геннадий Максимов – пирĕн ентеш, Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл — паллă журналист, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ. Пичет сферинче чылай çул ĕçлесе Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2001 ç.), «Наци программисен чи лайăх журналисчĕ» (2002 ç.) ятсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех Геннадий Аркадьевича РФ Пичет, телерадиовещани тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. 2005 çулта вара вăл Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă. 2011 çулта Г.Максимова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. Вăл — икĕ кĕнеке авторĕ: «Сталин грамоти» тата «Çĕрĕллĕ хура кушак». Иккĕмĕш кĕнеки «2009 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке» республикăри конкурса хутшăнать.

Тĕл пулу-презентацире Геннадий Максимов пирваях хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ, творчествăри малашнехи ĕмĕчĕсене те пытармарĕ (вĕсем çинчен çитес номерти интервьюра вуласа пĕлме пулать). «Вулакансемпе куçа-куçăн калаçни мана, журналиста тата çыравçăна, питĕ кирлĕ. Тепĕр чухне хăш-пĕр çыннăн калаçăвне, шухăшĕсене, шÿчĕсене пĕр-пĕр хайлавра усă курма та пулать-çке»,— терĕ икĕ кĕнеке авторĕ.

Тĕп библиотека ĕçченĕсем Геннадий Максимов тата унăн кĕнекисем çинчен каласа паракан электронлă презентаци хатĕрленĕ, кĕнекисен куравне йĕркеленĕ. Тĕл пулăва килнисем те шыв сыпнă пек лармарĕç, Геннадий Аркадьевичран унăн произведенийĕсем епле çырăннине, сюжечĕсене, тĕп геройĕсен сăнарĕсене ăçтан илнине ыйтса пĕлчĕç. «Ман повеçсемпе калавăмсенчи ĕçсемпе çынсене шутласа кăларман, 75—80 процентне пурнăçранах илнĕ»,— хуравларĕ автор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика