АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни уявĕнче

12 марта 2011 г.

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Çăварни уявне анлă паллă турĕç. Чи малтанах пиллĕкмĕшсем сценка кăтартрĕç, сăвăсем вуларĕç. 6—8-мĕш классенче вĕренекенсем Çăварни юррисене шăрантарчĕç. Тăххăрмĕшсем такмакласа юрланă чухне пухăннисем пурте ташлама тухрĕç. Ун хыççăн лашасемпе ял тавра катаччи чупрĕç. Юрă-кулă, шăнкăрав янăрани таçтанах илтĕнсе тăчĕ. Ун хыççăн вара пурте çĕкленÿллĕ кăмăлпа тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çунашкасемпе ярăнчĕç. Аслăраххисем вара вĕрен туртса тупăшрĕç, футболла та вылярĕç. Юлашкинчен пĕр-пĕрне вĕри чейпе тата икерчĕпе сăйларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика