АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх çанталăк – хурт-хăмăршăн йывăрлăх

05 марта 2011 г.

Вĕлле хурчĕсем 2009—2010 çулхи хĕле аван каçрĕç. 2010 çул вара хресченшĕн йывăр пулчĕ. Шăрăх çанталăк вĕлле хурчĕсене пысăк чăрмав кÿчĕ. Çуркунне пĕрремĕш вĕçеве ăнăçлă тухрĕç, хĕлле пуçтарăннă йывăрлăхран тасалчĕç, амасем чиперех çăвăр сапма пуçларĕç, çемьесем аталанса пычĕç. Çуркунне вăйлă çемьесем чечек тусанĕ (пыльца) пуçтарма пултарчĕç. Пыл вăхăчĕ çывхарса пынă вăхăта çемьесем çителĕклĕ йыш пуçтарса хатĕрленсе çитрĕç. Сывлăш температури пысăк пулнипе, çумăр çуман пирки пыл паракан курăксем нектар кăларма пăрахрĕç. Çав ăшша пула вĕлле хурчĕсем ирхине пĕр-икĕ сехет вĕçнĕ хыççăн нектар (пыл) пуçтарас вырăнне вĕлле умĕнче купаланса ларма пуçларĕç. Хăшĕ-пĕри хуртсем вĕллери температура пысăкланса ан кайтăр тесе çунаттисемпе сулласа сывлăша хăваласа чакарса тăма хăтланчĕç. Ун пек тумасан вĕллери çăвăрлă рамкăсем юрăхсăра тухма пултараççĕ. Нумай вĕлле хурчĕ шалти сывлăш ÿссе ан кайтăр тесе шыв илсе килсе йăвана сивĕтсе тăчĕ. Пыл вăхăчĕ хăвăрт иртсе кайрĕ, магазинсенче, корпуссенче пыл сахал хутшăнчĕ. Сывлăш типĕ те температура пысăк пулнине кура вĕллери ама хуртсем çăвăр сапма пăрахрĕç. Вĕсем йĕркеллĕ ĕçлеччĕр тесен йăвара сывлăш температури 36—37 градус ăшă пулмалла, çуллахи çанталăк 40—42 градус таран нумай вăхăт хушши тăчĕ, çумăр çумарĕ.

Хĕвел пайăркисем тÿрремĕн ÿкекен вĕллесене тата йывăр пулчĕ, мĕншĕн тесен унти шалти сывлăш питĕ вĕриленсе каять. Çав сăлтавпа пыл хурчĕсем умне питĕ пысăк хăрушлăх тухса тăчĕ.

Август уйăхĕнче амасене çав тери лайăх ĕçлеттерме тăрăшмалла. Вăл вăхăтра сапнă шăркасен хĕл каçмалли хуртсем çуралаççĕ.

Шăрăха пула вĕлле хурчĕсем хĕл каçма пĕчĕкрех йышпа кĕчĕç, апат калăпăшĕ те ытти çулсенчен сахалтарах пулчĕ. Çавăнпа кăçал çуркунне утарçăсем умĕнче йывăрлăхсем пулаççех. Апат калăпăшĕ сахал пулнине шута илсе вĕлле хурчĕсене маларах канди парса пулăшмалла. Унсăрăн вĕсем выçăпа вилме пултараççĕ. Утарçăсен çуркунне çывхарса килнĕ май уйрăмах тимлĕ пулмалла, тăтăшрах вĕлле хурчĕсене тĕрĕслесе итлесе тăмалла, кирек хăш вăхăтра та вĕсене пулăшма хатĕр пулмалла. Ун пек тумасан пысăк çухатусем пуласси куç кĕрет.

Утарçăсем, мĕнле те пулсан вĕлле хурчĕсене сахалтарах çухатусемпе хĕл каçарасчĕ.

Кăнтăр районĕсенче хурт-хăмăр усракансене пулăшса пыма яланах хатĕр. Ытти районсемпе танлаштарсан, эпир малта пыратпăр, çак пĕрремĕш вырăна çухатас марччĕ.

Умри йывăрлăхсем пирки калаçма районта çуркуннехи семинар-канашлу ирттерме палăртнă, пурне те унта хутшăнма сĕнетпĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика