АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.КРАСНОВ: «Чи кирли — сывлăх. Ăна пĕчĕкрен упрас пулать»

05 марта 2011 г.

Вăл çамрăк чухнех ăс-тăнĕпе, сăпайлăхĕпе юлташĕсенчен уйрăлса тăнă. Мĕн пĕчĕкрен спортпа физкультурăна юратса ÿснĕскер, иртнĕ кунсенче кăна 60 çул тултарнă Василий Сергеевич Краснов çамрăксенчен пĕртте юлмасть. Ал вăйĕпе йăтăнса-и, чĕркуçленсе ларса тăрса-и — хăйĕн çулĕсенчи çынсенчен ăна çитекенни те çук пулĕ. Паянхи кун вăл — районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу машинин водителĕ.

В.Краснов Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Сергей Ефимович, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, ĕмĕрĕпех водительте тăрăшнă. «Аллăмĕш çулсенче атте пек водитель районта та икккĕн кăна пулнă»,— терĕ Василий Сергеевич, аса илÿ çăмхине сÿтме пуçласа. Амăшĕ, Ольга Никифоровна, колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ултă ача çуратса ÿстернĕ Красновсем, çемьере Василий кĕçĕнни пулнă.

Арçын ача ĕçрен нихăçан та хăраман. Аслисемпе юнашар тăрса каçалăксем çинче тăрăшнă. Çуллахи каникулта вара Дубовкăри кирпĕч заводĕнче те ĕçленĕ. Вĕренÿ çулĕ умĕн шкула кайма тумтир, тетрадь-ручка валли те хăех ĕçлесе илнĕ. Вĕренÿре те, спортра та хастар пулнă вăл. Уйрăмах физкультура предмечĕпе вĕрентнĕ П.Л.Лукина ырă сăмахсемпе кăна аса илет: «Пĕрремĕш хут кĕрешÿ кавирĕ çине тухма та мана Прокопий Лукич хавхалантарнă. Тĕрлĕ енлĕ педагог пулнă вăл. Пирĕнпе танах уроксенче тĕрлĕ хусканусем тăватчĕ, айккинчен нихăçан та пăхса тăмастчĕ».

1968 çулта Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан каччă Омск хулинчи физкультура институтне кайма шут тытать. Анчах та çак хулана çити Канашри чукун çул вокзалĕнче билет туянайманнипе унăн ĕмĕчĕ татăлать. Çав çулах районти çар комиссариачĕ маттур каччăна Шупашкарти медицина училищине вĕренме кайма ятарлă направлени парать. 1971 çулта Василий Сергеевич алла фельдшер дипломне илет. Тăван тăрăха таврăнса тĕп больницăра ĕçлеме пикенет. Темиçе уйăхранах çар комиссариатĕнчен повестка илет. Кавказ тăрăхĕнчи чикĕсен çар округĕнче 2 çул службăра тăрать. «Темиçе хулана та çитме тÿр килчĕ хĕсметре. Батуми, Нахичевань... Медицина службинче пулсан та, ытти салтаксемпе танах марш-бросока та, нарядсене те çÿренĕ. Чăваш ятне çÿлти шайра тытма тăрăшнă»,— терĕ В.Краснов.

Çарта та пирĕн ентеш спорта пăрахман, чаçри, округри пур ăмăртăва та хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Сăмахран, 1973 çулта Нахичевань хулинче иртнĕ самбо кĕрешĕвĕпе 3-мĕш вырăн йышăнса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Çартан таврăнсан салтак çи-пуçне улăштарса районти комсомол комитетĕнче водительте ĕçлет. Каярахпа вара районти тĕп больницăра тăрăшать. Василий Сергеевич техникăна тирпейлĕ тытать, ăна вăхăтра юсать.

1974 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿел хĕрĕпе, Раиса Георгиевна Акчуринапа, çемье çавăрать. «Салтакран килсен паллашрăмăр унпа. «Весна» ресторанта поварта ĕçлетчĕ Раиса. Хăйĕн вăр-варлăхĕпе, сăпайлăхĕпе, кăмăл ăшшипе ман чуна тыткăнларĕ вăл»,— хавхаланса калаçрĕ малалла Василий Сергеевич.

Вăхăт сисĕнмелле мар хăвăрт шăвать. Туслă мăшăр икĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ Александр — район администрацийĕн капиталлă строительствăн тата коммуналлă хуçалăх пайĕн аслă специалисчĕ. Унăн мăшăрĕ, Альбина, районти налук службинче тăрăшать. Хĕрĕ Лариса — аслă пĕлÿллĕ медицина ĕçченĕ. Ас тăватăп-ха, çак ăнтăлуллă хĕр ача, хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртес тесе, районти тĕп больницăра шкулта вĕреннĕ вăхăтрах санитаркăра тăрăшрĕ. «Çав-çавах тĕллевне пурнăçа кĕртрĕ хĕрĕм. Ман çулпа кайни, паллах, хавхалантарать те, мăнаçлантарать те»,— терĕ Василий Сергеевич, ачисен пĕчĕк чухнехи сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартса. Ларисăн мăшăрĕ Юра та аслă пĕлÿллĕ педагог. Раиса Георгиевнăпа Василий Сергеевича виçĕ мăнук савăнтарать.

Хастар спортсмен, ырă кăмăллă асатте-кукаçи 40 çула яхăн медицина тытăмĕнче ĕç-лет. Вăл шурă халатлă ĕçченсемпе пĕр танах тăрса система яма тата ытти васкавлă пулăшу пама та пултарать. Çавăнпа ĕнтĕ коллективра та, ял-йышра та пысăк хисепре. Ахальтен мар ăна 4 хутчен Комсомольски ял поселенийĕн депутатне суйланă. В.Краснова халăх шаннă, шанать те. Унăн пултарулăхĕ пирки вĕсен çемье архивĕнче упранакан нумай-нумай Хисеп грамоти те çирĕплетет.

Аслăрах çулсенчи çынсем ас тăваççĕ те пулĕ ĕнтĕ, районта ирĕклĕ халăх дружинисем ĕçлетчĕç. Шел пулин те, паянхи кун çак ĕç юхăннă. Василий Сергеевич вара, вăхăтĕнче çак дружина членĕ пулнăскер, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.

Кашни çулах йывăç лартса хăварма тăрăшать арçын. Иртнĕ çуркунне те акă 20 тĕп ытла хунав лартнă. Кÿршисемпе Кречетникова урамĕ çывăхĕнче ача-пăча площадкине йĕркене кĕртнĕ. Футбол хапхисене те юсанă, турник тунă.

Чăннипех те районти хисеплĕ çын Василий Сергеевич Краснов. Вăл ыттисене те ырă тĕслĕхсемпе хавхалантарать, лайăх ĕçсем тума хистет.

Хурт-хăмăр ĕрчетес туртăм та вăйлă унăн. Вăл çакăнпа 10 çул ытла ĕнтĕ тăрăшать. «Пыл хурчĕсем те çынсем пекех — хăйсене юратнине хаклаççĕ. Мĕнле кăмăлпа пăхатăн — çапла таврăнать те»,— тет вăл.

— Чи хакли — сывлăх. Ăна мĕн пĕчĕкрен упрас пулать. Сывă пурнăç йĕркине тытма тăрăшмалла. Çĕр-шыва, халăха усă пама ăнтăлмалла,— терĕ юбиляр мана ăсатнă май.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика