АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килнĕ çырăва çартан хисепленĕ авалтан

05 марта 2011 г.

Пирĕн районтан çара кайнисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче службăра тăраççĕ. Вĕсем унта хăйсене лайăх енчен çеç кăтартаççĕ. Çакна каччăсем салтак пăтти çиекен вырăнсенчен килекен Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ.

Тăван çĕр-шыв сыхлавçисен кунĕ умĕн Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Елена Николаевна Степанова патне çыру килнĕ. Ахальтен мар, паллах. Унта мĕн çырнă-ха?

«Хисеплĕ Елена Николаевна! Сирĕн пата ывăлăр службăра тăракан зенитпа ракета дивизийĕнчен çыраççĕ. Сергей Владимирович çар присягине йышăннăранпа 10 уйăх çитрĕ. Вăл Тăван çĕр-шыва тÿрĕ кăмăлпа хÿтĕлеме тупа турĕ. Хăй шантарнине ăнăçлă пурнăçласа пырать. Кĕске вăхăтрах çар специальноçĕпе хатĕрленсе çитрĕ. Юлташĕсем умĕнче вăл пур енчен те палăрса тăрать. Унпа кăна лăпланса лармасть Сергей, ăсталăха татах та ÿстерме тăрăшать. Вĕренÿсенчи кăтартусем те унăн аван. Подразделенин обществăлла тата спорт пурнăçне те хастар хутшăнать.

Пуçаруллăскер, умне лартнă тĕллевсене лайăх пурнăçлать, вĕренÿре ĕлкĕрсе пынăшăн тата çар службинче пур енĕпе те хăйне лайăх енчен çеç кăтартнăшăн 6 хутчен тав сăмахĕ илнĕ.

Командирсемпе, аслă юлташĕсемпе тата пĕрле службăра тăракансемпе хисеплесе калаçать, вĕсемпе тараватлă.

Командовани тата эпир те ывăлăра лайăх воспитани парса ÿстернĕшĕн мăнаçланни çинчен пĕлтеретпĕр. Чăннипех те Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи пăхса çитĕнтернĕшĕн Сире тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Ывăлăрăн çитĕнĕвĕсем малашне те Сире тĕрĕс-тĕкел пурăнма хавхалану, вăй-хал паччăр».

А.БУДИХИН лейтенант,

И.ТЕПАНОВ майор».

Çак ырă сăмахсем çумне мĕнех хушса калăн; Чăннипех те çамрăк çар тивĕçне, ун умне лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлать. Хамăр ентешпе эпир мухтанатпăр, малашнехи пурнăçра та ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика