05 марта 2011 г.
Катя Антонова шкул пурнăçне хастар хутшăнать. Вăл — вĕренÿ отличникĕ. Пултаруллă хĕр Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра пĕлÿ пухать.
Катя тĕрлĕ предмет олимпиадисене, наукăпа практика конференцийĕсене активлă хутшăнать. Тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Тăрăшуллă та маттур хĕр ачан Хисеп грамотисем чылай. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 2011 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулма тивĕçнĕ.
Пушă вăхăтра Катя ÿкерме юратать тата ал айĕнчи чĕр-тавартан тĕрлĕ япаласем туса хатĕрлеме ăста.
Акă мартăн 3-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» музейра вăл тунă ĕçсен куравĕ уçăлчĕ. Ăна Катя «Прекрасное в обыденном» ят панă. Курава «Çĕр тата çынсем» музей ĕçченĕ И.П. Ядрова уçрĕ. Ун хыççăн районти ачасен искусство шкулĕн ертÿçи Ф.А.Гибатдинов, район администрацийĕн культура секторĕн ертсе пыракан специалисчĕ З.С.Мельникова, районти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Н.В.Абдюшева тухса калаçрĕç. «Пирĕн районта талантлă, пултаруллă ачасем нумай. Вĕсенчен пĕри вăл — Катя Антонова. Ăнăçу сунатпăр сана, çулу такăр пултăр»,— терĕ Ферит Абдуллович.
Курава хĕр ачан ашшĕ-амăшĕ, пĕрле вĕренекенсем, учительсем, тус-тăванĕсем те килсе çитнĕ. Вĕсем Катьăн 40 яхăн ĕçне курса киленчĕç.
Маттур хĕр ачан амăшĕпе, Светлана Васильевнăпа, курса калаçрăм. «Катя иккĕре чухне пĕрремĕш ÿкерчĕкпе савăнтарчĕ. Каярахпа вара районти ачасен искусство шкулне çÿреме пуçласан тăварлă чустаран, пластилинран, тăмран тĕрлĕ япаласем тума вĕренчĕ»,— паллаштарчĕ çамрăкăн пултарулăхĕпе С.В.Антонова. Курав апрелĕн 20-мĕшĕччен пырать.
Источник: "Каçал Ен"