05 марта 2011 г.
«Ун ĕç-хĕлне «питĕ лайăх паллăпа» хаклатпăр»,— терĕç Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрне пуçтарăннисем. Çакна вĕсем районти ача-пăча искусство шкулĕн филиалĕн директорĕ Т.В.Макарова пирки каларĕç. Вăл ертсе пыракан аслисен «Илемпи» тата ачасен «Тевет» фольклор ушкăнĕсен номерĕсене курнă хыççăн харăссăн алă çупни те çавнах çирĕплетрĕ. Çапла, чăннипех те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç куракансем ялти артистсене. Тăрăшсан, вăй хурсан ял çыннисемпех халăха тыткăнлакан юрă-ташăпа сцена çине тухма пулать иккен. Çакна Татьяна Васильевна ĕçлеме пуçланăранпа пĕрре мар çирĕплетсе панă.
Т.Макарова Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн З.Козлова ертсе пыракан «Уяв» фольклор ансамбльне çÿренĕ, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитнĕ, ют патшалăхсенче те пулнă.
10 çул ĕнтĕ халĕ Т.Макарова районти искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи филиалĕнче тăрăшать. Кунти коллективсем ялти пур мероприятие те хастар хутшăнаççĕ. Районти, республикăри тĕрлĕ фестивальсенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Таня ялти пултаруллă ачасене çеç мар, аслисене те пĕр чăмăра пуçтарма, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Иртнĕ кунсенче пулнă концертра вĕ-рентÿре ĕçлекенсем те, предпринимательсем те, кооператив ĕçченĕсем те сцена çине тухрĕç. Хăй те янкăс та шăнкăрав евĕр сассипе куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕ.
Т.Макарова фольклор темипе ытларах ĕçлет. Пирĕн йăх-несĕлсен нихçан кивелмелле мар юрри-ташшине сцена çине кăларать, вĕсем ăруран-ăрăва куçса пымаллине çирĕплетет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ачасен «Тевет» фольклор ушкăнне йĕркелесе янă. «Мĕн пĕчĕкрен асатте-асаннесен пултарулăхĕпе паллашса, вĕсене аталантарса пыччăр, хăйсем мĕн пĕлнине ÿсекен ăрăва паччăр»,— тет Татьяна Васильевна.
Çавăн пек çынсем пур чухне халăхăн йăли-йĕрки ĕмĕре тăсăлĕ.
Источник: "Каçал Ен"