05 марта 2011 г.
Кашнин пурнăç çулĕ хăйне евĕр. Виçпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Галинăн пурнăçĕ, кун-çулĕ çăмăлах килмен. Эпĕ унпа калаçса лартăм та, ачалăхĕ нумай йывăрлăхсемпе иртнине пĕлтĕм. Темĕнле кăткăс лару-тăру тухса тăрсан та Галина Назаровна вĕсене çĕнтерме, йывăрлăхсенчен тухмалли çул-йĕр тупма пултарнă.
«Ыран мар, тепĕр кун килĕр. Сире валли куçлăх пулать», «Васкамалла пулсан халех хатĕрлесе пама тăрăшăп», «Хăш куçлăх харшине кăмăллатăр?» — çакăн пек ыйтусем парсан клиентсене куçлăхсемпе тивĕçтернĕ Галина Назаровна Трофимова. Район центрĕнчи 41-мĕш номерлĕ аптекăра вырнаçнă «Оптикăра» (халĕ «Фармация» патшалăх учрежденийĕ) 20 çул ытла тăрăшса çĕршер çынна куçлăх илме пулăшнă. Сĕнÿсем, канашсем панă. Çĕр-шывра рынок экономики пуçлансан ялсене те тухса çÿренĕ.
«Яланах сăпайлăччĕ. Çынсене ăнланма тăрăшатчĕ», «Заказсене вăхăтра туса паратчĕ», — çаксем унăн клиенчĕсен сăмахĕсем. Вĕсем çумне хушса та, кăларса пăрахса та пĕр сăмах та калаймăн. Чăннипех те хăй ĕçне пĕлсе тунă вăл, вăхăтра пурнăçланă.
Пултаруллă хĕрарăм çак кунсенче 60 çул тултарчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе унăн тĕрлĕ çĕре çитме тивнĕ, хулара та пурăннă вăл. Тем тесен те тăван кĕтес, çуралса ÿснĕ тавралăх хăй патне туртатех. Галина Назаровна Алексей Ивановичпа çемье çавăрнă хыççăн района таврăннă.
Вĕсем иккĕшĕ те çакăншăн кăмăллă. Килĕштерсе пурăнаççĕ. Хăтлă çурт, хуралтăсем пур. Пĕрре те пушă лармаççĕ вĕсем. Çу кунĕсенче пахчара ĕçлеççĕ, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ.
Алексей Иванович ĕмĕрĕпех строительство организацийĕсенче тăрăшнă. Хăйне вăл лайăх енчен çеç кăтартнă.
Телейлĕ мăшăр 3 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Галина Назаровнăпа Алексей Иванович Трофимовсем 6 мăнукĕ пурришĕн чунтан савăнаççĕ. Пĕр мăнукĕ хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнче çар службинче тăрать. Унран кукамăшĕпе кукашшĕ хыпарсем кĕтни çинчен пĕлтерчĕç.
Ачисемпе, мăнукĕсемпе чунран савăнаççĕ Трофимовсем, мăнаçланаççĕ те. Телейлĕ, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан çемьере çапла пулмалла та. «Юбилейпе пĕрлех мăшăрăма хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе те саламлатăп»,— терĕ Алексей Иванович мана кăмăллăн ăсатнă май.
Источник: "Каçал Ен"