05 марта 2011 г.
Февраль уйăхĕн вĕçĕнче Комсомольски райповĕн уполномоченнăйĕсемпе пайщикĕсен пухăвĕ пулнă. Унта пирваях райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев 2010 çулхи ĕç çинчен тĕплĕ доклад тунă. Пĕтĕмлетÿсем çинчен калаçнипе пĕрлех Евгений Иванович кăçалхи çул пурнăçламалли тĕллевсене палăртса хăварнă. Петр Муллин ревизи комиссийĕн ĕç-хĕлне çутатса панă. Райпон тĕп бухгалтерĕ Светлана Кокорева иртнĕ çул мĕн чухлĕ тупăш кĕни, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама укçа-тенкĕ тăкаклани, баланс епле шайлашура пулни çинчен чарăнса тăнă.
Пайщиксенчен М.И.Самарина, В.П.Николаев сăмах илсе калаçнă, тĕрлĕ ыйтусем çĕкленĕ.
Источник: "Каçал Ен"