АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă сывлăшпа киленчĕç, ăмăртса чупрĕç

02 марта 2011 г.

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Кипеçре йĕлтĕр спорчĕн ветеранне Василий Семенович Кузнецова халалласа йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту ирттернĕ. Чи малтанах йĕлтĕрçĕсене Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов саламланă. «Эсир пурте çĕнтерÿçĕсем — çирĕп ĕмĕт-тĕллевлĕ, спорта юратакан хастар çынсем, мĕншĕн тесен сивве çĕнтерсе ăмăртма килнĕ. Пурне те лайăх кăмăл сунатăп»,— тенĕ Геннадий Егорович, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене ăнăçу сунса.

Чи малтанах арçын ачасем 5 километрлă дистанцире чупса ăмăртнă. Хĕрÿ тупăшура Никита Волков пĕрремĕш, Сергей Петров иккĕмĕш, Дима Голландцев виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Ун хыççăн йĕлтĕр çине хĕр ачасем тăнă. Дистанцие малтан Наталья Можаева, Наталья Константинова тата Снежана Алексеева чупса тухса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Шкул çулне çитмен ачасем йĕлтĕр çине тăни хăйне евĕр илем кĕртрĕ. Вĕсем пĕринчен тепри маттур пулма тăрăшрĕç. Шĕвĕрккесенчен чи ăстисем — Алеша Васильев, Виктор Прокопьев, Ваня Платонов.

Акă ăмăртăва Иринăпа Владислав Васильевсем виçĕ ачипе — Антонпа, Катеринăпа тата Алешăпа тухнă. Вĕсен аслашшĕ те — Николай Иванович Васильев — мероприятирен айккинче юлман.

Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика