02 марта 2011 г.
«Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденийĕ тĕрлĕ енĕпе тăрăшать. Вăл е ку тĕлĕшпе пурнăçламалли программăна пăхăнса ĕçлет.
Сăмахран, çул çитмен ачасем валли ытларах çуллахи каникул кунĕсенче çеç ĕç пур. Патшалăх уйăракан укçа-тенке пула халь уроксем хыççăн та ĕçлеме пултараççĕ вĕсем. Çакăншăн вĕсене сахал-и, нумай-и, пур пĕрех тÿлев пулать
Çак утăмсене 14—18 çулсенчи ачасем, çамрăксем малтанах ĕç хăнăхăвĕсене, унти йывăрлăхсене пĕлсе ÿсчĕр тесе ирттереççĕ. Ку вĕсене усăсăр çапкаланса çÿресрен, право енĕпе йăнăш утăм тăвасран та сыхлать. 2011 çулхи февраль — январь уйăхĕсенче çул çитмен 13 çамрăкпа кăçал вăхăтлăх ĕç тупса пама договор тунă.
Иртнĕ çулсенчи çак практика хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Малашне те усси пулатех тесе шутлатпăр. Çавăнпа та ку ĕçе хĕллехи кунсенчех пуçăннă.
Источник: "Каçал Ен"