02 марта 2011 г.
Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ аттесемшĕн, асатте-кукаçисемшĕн, тетесемшĕн уйрăмах пысăк уяв. Çак кун вĕсене саламлас килет. Пĕчĕк шăпăрлансем те айккинче юлмаççĕ.
Акă, иртнĕ эрнере «Пучах» ача садне çÿрекенсем ашшĕсене саламларĕç. В.О.Сенатова воспитательница уяв программине тĕрлĕ енлĕ хатĕрленĕ. Ачасем ашшĕсен ячĕпе нумай юрă, сăвă шăрантарчĕç. Ташласа та кăтартрĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе пĕрлех, ашшĕсен ăсталăхне те тĕрĕслерĕç. Вĕсем ачисемпе пĕрле вăйă картине тăрса ташларĕç, савăнчĕç. Çав вăхăтрах конкурссене те хутшăнчĕç. Хĕрĕсем пулăшнипе ашшĕсем купăста яшкипе рассольник пĕçерме вĕренчĕç. Тепĕр чухне, килте хĕрарăм çук пулсан, ар-çынна кун евĕр ĕç те лекме пултарать-çке.
Ачасем такмаксем каланă чухне вара залра ларакансем кулмасăр чăтаймарĕç.
Уяв программи чăннипех пурин кăмăлне те кайрĕ. Ачисем пултаруллă ÿснине ашшĕсем хăйсем курса ĕненчĕç.
Источник: "Каçал Ен"