02 марта 2011 г.
Иртнĕ эрнере районти тĕп библиотекăра Раççей Писателĕсен союзĕн членĕпе Светлана Гордеевăпа, РФ Журналистсен союзĕн членĕпе Валерий Кошкинпа тата чăваш эстрада юрăçипе Роза Даниловăпа тĕл пулу иртнĕ. Ăна С.Гордееван «Здравствуй, жизни река» сăвăсен сборникĕ тухнине халалланă. Çак ята ахальтен суйласа илмен вăл. Пурнăçра юхан шыв тĕрлĕрен пулать. Алхасса юхаканнисем те, лăпкисем те. Пурте хăйсен çăл куçĕсенчен пуçланаççĕ. Çыннăн та хавхалантаракан пĕчĕк çĕр-шывĕ пур, вăл ăна хăват парса тăрать.
Пирĕн районпа поэта çыхăнтаракан сăлтав та пур. Унăн ашшĕ, Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев, пирĕн тăрăхри Асанкасси ялĕнче çуралнă.
Тĕл пулу пуçламăшĕнче С.Гордеева РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов ячĕпе районти тата шкулсенчи библиотекăсене вырăс тата чăваш чĕлхисемпе çырнă кĕнекесен пуххине парнеленĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те хуравсăр юлман. Депутата вĕсем «Книги — библиотеке» акци ирттерсе чăвашла та, вырăсла та кĕнекесемпе тивĕçтернĕшĕн тав тунă. Çавăн пекех иртнĕ çулта Мускавра Патшалăх Думине çитсе курма пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каланă.
Мероприятие районти тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем, преподавательсем, библиотекарьсем тата поэзие юратакансем хутшăннă.
Хирти Явăш тĕп шкулĕнчи «Мерчен» кружока çÿрекенсем В.Зайцева ертсе пынипе кĕнекен видео презентацине тата литература кăтартăвне хатĕрленĕ. Унпа куракансем хапăлласа паллашнă.
Р.Данилова вара халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсемпе тухнă. Чăваш юррисене тĕл пулăва килнисем пĕрле шăрантарнă.
В.Кошкин «Здравствуй, жизни река» С.Гордеевăпа кăларнă сăвăсен пуххи иккĕмĕш кĕнеки пулнине палăртнă, хăш-пĕр хайлавĕсене вуласа панă.
Районти тĕп библиотека директорĕ М.В.Мокеева музыкăпа поэзи каçĕ пурин кăмăлне те кайнине палăртнă. Тĕл пулăва хутшăнакансем пурте авторăн кĕнекисене тата сувенирсене тивĕçнĕ. Ентешсем те парăмра юлман, вĕсем С.Гордеевăна Комсомольски район энциклопедине парнеленĕ.
Тĕл пулу вĕçĕнче поэтесса тăван тăрăха халалланă сăвва вуласа панă. Паллашар-ха унпа (хайлава вырăсла пичетлетпĕр).
Когда идешь заветною тропой,
Которая выводит на пригорок,
И видишь Комсомольский край родной,
Который, как жемчужина речная
Лежит, маня, на берегу Кубни.
И лес, как страж от края и до края
В обхвате руки распростер свои.
Ты понимаешь, что слова не могут
Вместить всех дум о родине моей,
И никаким высокопарным слогом
Не передать привязанности к ней.
И все же я хочу, стихи слагая,
В слова все чувства добрые вместить,
Сказать, как дорога земля родная —
За все, за все благодарить.
Источник: "Каçал Ен"