АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулса канашларĕç

02 марта 2011 г.

Иртнĕ эрне кун район администрацийĕн актовăй залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те кун йĕркинчи 3 ыйтăва пăхса тухрĕç, йышăнусем турĕç. Пухăннисем умне тĕрлĕ ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, комисси председателĕ Хасият Идиатуллин, финанс пайĕн начальникĕ Ирина Васильева, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина тухса калаçрĕç.

Çавăн пекех район прокурорĕ Валерий Гришин 2010 çулта тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерни пирки доклад туса пачĕ. «Иртнĕ çул тунă кашни пиллĕкмĕш преступлени эрех ĕçнипе çыхăннă. Статистика тăрăх, унччен киревсĕр ĕç тунисем тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăни ÿснĕ. Муниципалитетсем юлашки 7 çул хушшинче йышăнусем тăвас ĕçе юхăнтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 2010 çулта район Пухăвĕн тата ял поселенийĕсен депутачĕсен 66 йышăнăвне пăрахăçлама тиврĕ»,— пĕлтерчĕ Валерий Алексеевич. Бюджет укçи-тенкипе тĕрĕс мар усă курнă тĕслĕхсене те аса илчĕ район прокурорĕ. Акă район администрацийĕ районти шалти ĕçсен пайĕ валли видеосăнав приборĕсем илнĕ пулнă. Анчах та вĕсемпе паянхи кун та усă курмаççĕ. Прокурор çак çитменлĕхе бюджет укçине тĕрĕс мар усă курни шутне кĕртет.

Оперативлă лару-тăрупа районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăхĕн начальникĕ Алексей Ефремов паллаштарчĕ. «Çул çинчи хăрушсăрлăх пăшăрхантарать. Сăмахран, çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕх 2010 çулта, виçĕм çулхипе танлаштарсан, пине яхăн ÿснĕ. Водительсен те, çуран çÿрекенсен те пĕр-пĕрне хисеплемелле, çавăн чухне кăна хăрушсăрлăх пирки калаçма пулать»,— терĕ Алексей Геннадьевич калаçăвне вĕçлесе.

Юлашкинчен Геннадий Федорович «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ пирки калаçу пуçарчĕ. Пĕр кунхи ĕç укçине марафонне пухмачне хывма сĕнчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика