АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн тимлет

02 марта 2011 г.

Любовь Михайловна Пушкина Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Алла хĕрлĕ хуплашкаллă диплом илсен Çĕмĕрле районĕнчи пĕр шкулта вĕрентме пикенет. Кашни вĕренекен хăй тĕллĕн ĕçлетĕр, шухăшлатăр, кайран шкулта пухнă ăспа пурнăçра туллин усă куртăр — çакăн пек тĕллевпе пырса кĕнĕ те ĕнтĕ кашни урока Любовь Михайловна.

«Ачасене сасă хăпартса итлеттерме, вĕрентме çук. Вĕсен чун-чĕрин уççине тупмалла»,— тет Л.Пушкина.

Вăрмар хĕрне шăпа 1994 çулта пирĕн района илсе çитерет. Любовь Михайловна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пуçламăш классенче вĕрентет. Ĕçленĕ хушăра ашшĕ-амăшĕпе шкул хушшинчи çыхăнăва та аван йĕркелеме пултарнă ăста педагог.

Паянхи кун Любовь Михайловна — район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тĕп специалисчĕ. Çав вăхăтрах вăл район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕн секретарĕ те. Л.Пушкина çак должноçра 1999 çултанпа тăрăшать. Вăл хăйĕн тивĕçне çÿлти шайра пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕп специалист коллективра та, ял-йышра та пысăк хисепре.

Ĕçри хастарлăхшăн ăна район администрацийĕ пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотипе чысланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика