АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене пĕрле парăнтармалла

26 февраля 2011 г.

 

Февралĕн 17-мĕшĕнче «Заря» ял хуçалăх производство кооперативĕн отчетлă пухăвĕ пулчĕ. Шел пулин те, унта пухăннисен ытларах ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем çинчен мар, çитменлĕхсем пирки калаçма тиврĕ. 2010 çула кооператив 1 миллион та 143 пин тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ. Пĕлтĕр 100 гектар çĕр пуçне 39,5 центнер аш-какай, 2983 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 3509 килограмм сĕт сунă. 2008 çулта çак кăтарту 5539 килогрампа танлашнă. Ÿсен-тăран отраслĕнчен те, выльăх-чĕрлĕхрен те тупăш курайман. Ку тăкак иртнĕ çулхи шăрăх çанталăкран çеç мар, ытти сăлтавсенчен те килнĕ. Пĕрремĕшĕ – выльăх-чĕрлĕх валли апат сахал хатĕрленĕ, тĕрлĕ хуçалăхсем çулла-кĕркунне ытти регионсенчен утă-улăм турттарнă пулсан, çĕнĕмăратсемпе вутлансем такама шанса ларнă пулас. Халь, шартлама сивĕ кунсенче, выльăхсем валли апат шырама, кустăрма çинчен тенĕ пек тăрантарма тивет. Тепĕр сăлтавĕ – сăвакан ĕнесем (хуçалăхра вĕсем 85 пуç) пĕлтĕр талăкра вăтамран 9,62-шер килограмм çеç сĕт антарнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен тухăçĕ 19, çĕр улмин 150 центнер пулнă. Енчен те 2010 çулта пурĕ пĕрле 3741 центнер тырă туса илнĕ пулсан, 4915 центнер сутса янă. Урăхла каласан, малтанхи çулсенчи саппассене те сутнă, вăрлăх валли кăна хăварнă. Шел пулин те, çĕр улми сутнинчен те кооператив кассине нумай кĕмĕл кĕреймен çав. Таврари хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăрăн» пĕр килограмне 14—18 тенкĕпе вырнаçтарнă вăхăтра «Заряра» — 4,5 тенкĕпе çеç. Мĕн чухлĕ çухату! Юрать-ха вăрлăхлăх 57 тонна çĕр улми юлнă. «Кунсăр пуçне, выльăх шутне чакарнипе тата 165 пин тенкĕ çухатнă эсир»,— терĕ Георгий Киргизов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ.

Кооператив членĕсене ĕçлеме йĕркеллĕ условисем пулманнинчен те нумай килет. Паян ял çынни те пысăкрах шалу илсе тулăх пурнăçпа пурăнма тăрăшать. Отчетсем тăрăх уйăхри вăтам ĕç укçи 5317 тенкĕ курăнать, анчах ăна та вăхăтра илеймен ял ĕçченĕсем. Çавăнпах специалистсем те тытăнса тăмаççĕ. Сĕт-çу фермине инженер ертсе пыни пĕр енчен лайăх пуль-ха, тепринчен... Кĕçех çур акине тухма хатĕрленме пуçламалла, механизаторсем вара çитмеççĕ. Пур-ха вĕсем Вутланпа Çĕнĕ Мăратра, анчах ĕç укçи тивĕçтерменнипе пыма килĕшекен сахал.

Кооперативра ĕçлекенсене çакнашкал лару-тăру çырлахтарма пултараймасть паллах. Çавăнпах вĕсем инициативлă ушкăн пуçарнипе январĕн 24-мĕшĕнче пухăва пуçтарăннă. Хуçалăх тилхепине вунă çул ытла тытса пынă Анатолий Павлова председательтен хăтарма йышăнса Леонид Киргизова суйласа хăварнă. Февралĕн 17-мĕшĕнчи отчетпа суйлав пухăвне кооператив членĕсемпе танах ветерансем те хутшăнчĕç. Специалистсем отчет тунă хыççăн хуçалăх правленийĕн ĕçне хакласа тăрса калаçакансем чылайăн пулчĕç, шыв сыпнă пек лармарĕç ял çыннисем. Ферма, уй-хир ĕçченĕсен сăмахĕсенчен вĕсем кооператив шăпишĕн пăшăрханни сисĕнчĕ. Йывăр лару-тăруран тухас тĕлĕшпе сĕнÿ-канаш паракансем те пулчĕç.

Хуçалăх малашлăхĕ çинчен шутлакансем пур чухне ял çыннисем умри чăрмавсене çĕнтерессе, аталану çулĕ çине тăрасса шанас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика