26 февраля 2011 г.
Йывăрлăхсем витĕр тухса, вĕсене çĕнтерме хăнăхать, тĕрлĕ лару-тăрура ыйтусене ăнăçлă татса парать. Ÿт-пĕвĕпе те, чун-кăмăлĕпе те çирĕпленет. Тавра курăмне, пĕлĕвне ÿстерет, яваплăх туйăмне вăйлатать. «Чăн-чăн арçыннăн çапла пулмалла»,— тет Асанкасси вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Петр Бурмаков. Сăмахăм паян ун çинчен.
Февралĕн 23-мĕшĕнче çуралнă каччă хăй те шкул çулĕсенчех çара кайма пĕчĕккĕн хатĕрленсе пырать, физкультура программинчи нормативсене пурнăçлама вăй-хăват, чăтăмлăх тупать, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ретне тăма ăнтăлать. Арçын пуласси çавăнтан пуçланать те ĕнтĕ.
«Çарта çирĕплĕх кирлех тесе шутлатăп. Çĕр-шыв хÿтĕ-левçине нихăçан та çăмăл пулман, унăн тивĕçĕ те, яваплăхĕ те питĕ пысăк. Салтакăн куллен устав йĕркине пăхăнмалла. Унччен шкулсенче ятарлă предмет — НВП пулнă. Пурнăç хăрушсăрлăхĕн йĕркипе паллаштаракан предмет халĕ ОБЖ ятлă»,— терĕ Петр.
Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан çамрăкпа калаçма та çăмăл. Унăн пур енĕпе те аталанăвĕ тивĕçлĕ шайра. Унсăр пуçне вăл — лайăх спортсмен та. Ăмăрту кăтартăвĕсемпе Петр Бурмаков шкулти «Чи лайăх спортсмен» ята темиçе хутчен çĕнсе илнĕ. Районта кăна мар, республика шайĕнче иртекен пур конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса пирвайхи вырăнсене йышăнать. Уйрăмах математика, вырăс чĕлхипе литература, истори тата информатика предмечĕсене юратса шĕкĕлчет. Ăста шашист-шахматист, унсăр волейбол, футбол, хоккей турнирĕсем те иртмеççĕ.
«Шкулти уроксене чăтăмсăр кĕтетĕп. Уйрăмах Альбина Ивановна Копташкинапа Геннадий Николаевич Петухов вĕрентекенсен предмечĕсене кăмăллатăп. Занятисем питĕ кăсăклă иртеççĕ, ăсталăха куллен туптама ÿркенмелле мар»,— хаваслăн калаçрĕ Петр.
Унăн амăшĕ, Зинаида Васильевна Бурмакова, 30 çул ытла Асанкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш классенче ачасене пĕлÿ парать. Тăрăшуллă та хастар педагог пирки вĕренекенсем те, ĕçтешĕсем те ырăпа кăна калаççĕ. Ашшĕ, Юрий Михайлович, профессипе — строитель.
Петр çемьере кĕçĕнни. Бурмаковсен аслă ывăлĕ ашшĕ çулне суйласа илнĕ, унпа пĕрлех Мускав хулине ĕçлеме çÿрет. Хĕрĕ, Люба, Шупашкарти педагогика университетĕнче пĕлÿ пухнă, халĕ тĕп хуламăртах ача садĕнче тăрăшать.
«Атте пекех строитель пулма ĕмĕтленетĕп. Ман шутпа, çын ял хуçалăхĕнче ĕçлет-и, министр портфельне йăтса çÿрет-и, врач-и — тивĕçĕсене çÿлти шайра туса пымалла. Кирек мĕнле кресло йышăнсан та çынра çынлăх пулмалла»,— пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне вĕренекен. Тирпейлĕ, сăпайлă, çапах хастар та мал курăмлă, вăйлă, ăнтăлуллă — çакнашкал маттур çамрăксен малашнехи пурнăçа тытса пымалла та ĕнтĕ.
Источник: "Каçал Ен"