26 февраля 2011 г.
«Эпĕ тĕреклĕ, вăй-хал енчен çирĕп, сывлăхлă çитĕнетĕп»,— тесе шутланă Комсомольскинче пурăнакан В.И. Пундяков ачаранах. Хăйĕн шухăш-кăмăлне, тĕллевĕсене пурнăçланă. Район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăннă, малти вырăнсене тухнă.
Василий Иванович Пундяков Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса çитĕннĕ. Ачаранах йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă.
Унăн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл килмен. Апат, тумтир енчен япăх пулнă. Вăл ÿснĕ вăхăтра çĕр-шывра вăрçă кĕрленĕ. Ваççан ашшĕ те фронтра пулнă, тăшмансене хирĕç кĕрешнĕ. Шел, вăл пĕр хаяр çапăçура пуçне хунă. В.Пундяковăн çитĕнсе çитмесĕрех кил-çуртри арçын ĕçĕсене тума тивнĕ. Колхозра тăрăшнă, аслисемпе пĕр тан вăй хунă. Шкулта та аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Çав вăхăтрах тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн каччă Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Çарта В.Пундяков Чукотка тăрăхĕнче службăра пулнă. Унпа Асанкассинчи Никандр Якимов, Нĕркеçри Петр Таллеров салтак пăттине пĕрле çинĕ. Вĕсем çинчен ырăпа çеç асăнать Василий Иванович. Ентешсем май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Ачаранах спорта юратса ÿснĕскер, салтакра та çар чаçĕн чысĕшĕн тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă. Вăл пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупас, штанга çĕклес енĕпе палăрнă.
Çартан таврăнсан Василий Иванович Куйбышев облаçĕнче механизаци училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн районти юсавпа техника предприятийĕнче тракторист-бульдозеристра тăрăшнă. Тĕрлĕ ĕç тума тивнĕ унăн. Пĕр вăхăт та пушă ларман. Вăл çулсенче çăвĕн-хĕлĕн ĕç пулнă. Хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытнă. Çамрăкăн малалла вĕренес тĕллевĕ пысăк пулнă. 1963 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Унта пĕлÿ илнĕ вăхăтрах «Буревестник» спорт обществин членĕ пулса Ставропольти, Симферопольти ăмăртусенчен штанга йăтассипе чемпион пулса таврăннă. «Çак çитĕнÿсене тума тренировкăсене кирлĕ пек ирттерни пулăшрĕ. Юлхавланса ларман, вĕреннĕ те, вăй-хала та çирĕплетме вăхăт, майсем тупнă»,— аса илет халĕ Василий Иванович.
Алла диплом илнĕ хыççăн пултаруллă çамрăк Комсомольскине таврăннă. Кунти юсавпа техника предприятийĕнче ĕçлеме пуçланă. Малтан вăл инженерта, каярахпа технологра тăрăшнă. Унăн тăтăшах колхозсене тухса çÿреме тивнĕ, техникăпа ĕçлекенсемпе калаçса вĕсен проблемисене татса пама пулăшнă. Тепĕр чухне кирлĕ сĕнÿсем, канашсем те трактористсемшĕн усăллă пулнă. Ун пирки паянхи кун ĕçлекен механизаторсем те, тивĕçлĕ канăва кайнисем те ырăпа çеç аса илеççĕ.
Василий Иванович районта тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. Кирек ăçта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. «Эмитрон» заводра мастерта ĕçлет, «Комсомольский» совхозра мăйракаллă шултра выльăх самăртакан комплексра, ун хыççăн тĕп инженерта ĕçленĕ. Ĕç вырăнĕсенче ырăпа палăрса тăнă.
Шупашкарта В.Пундяков Куславкка хĕрĕпе, Любăпа, паллашать. Пĕр-пĕрне юратакан икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Кинĕпе хунямăшĕ килĕштерсе пурăннă. Йăрă çамрăк ку вăхăтра спортран уйрăлнă тесе шутлатăр-и? Çук, паллах. Кунсерен йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă. Паянхи кун та кирек хăш ăмăртура та ăна курма пулать. Василий Иванович е йĕлтĕр çине тăнă, е судья вырăнĕнче. Ветерансем хушшинчи ăмăртусене пăхар-ха. Вĕсенче вăл малтисен ретĕнче. Шашка-шахмат сĕтелĕ хушшинче кам тетĕр? Каллех призерсен йышĕнче. Урăх мĕн калам-ши? Комсомольскинче пурăнакансемшĕн те чылай тăрăшать вăл. Обществăлла ĕçсене, ял халăхĕпе пĕрле тачă çыхăнса пурнăçламаллисене те вăлах йĕркелесе пырать, пуçару тăвать. Вĕсемшĕн мĕнле ырламăн-ха ăна?
Источник: "Каçал Ен"