26 февраля 2011 г.
Район прокуратури вĕрентÿ учрежденийĕсенче санитарипе эпидемиологи правилисемпе нормативĕсене мĕнле пăхăнса ĕçленине сăнасах тăрать. Черетлĕ тĕрĕслев Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Эпир унта саккуна пăснă тĕслĕхе тупса палăртрăмăр. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн дирекцийĕ сăмахпа калаçса татăлсах райпон буфетне уçнă. Ун пирки район администрацийĕн вĕрентÿ пайне пĕлтермен те.
Буфетра газ хушнă напитоксем («Кооператор» производство комбиначĕ хатĕрлекен «Грушевый»), кремран тунă кондитер изделийĕсем (пирожнăйсем, тортсем), арахис сутнă. Çавăн пекех унта тутлă шывсене пĕр хутчен усă курмалли савăтсене темиçе хут ярса панă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче сутуçăн тумтирĕ СанПиН палăртнă йĕркене тивĕçтермен.
Яваплă çынсене санитарипе эпидемиологи правилисемпе нормативĕсене пăснăшăн административлă майпа айăпласа штрафсем панă.
Источник: "Каçал Ен"