22 февраля 2011 г.
Сутуçă ĕçĕ — питĕ кăткăс. Унăн кашни çынпа пĕр сăмах тупмалла, куллен кирлĕ таварпа тивĕçтермелле. Алăк уçсанах ăшă кулăллă сутуçăна курсан кăмăл çĕкленет.
Комсомольски райповĕн Хирти Выçлинчи магазинĕнче 30 çул ытла А.Макарова ĕçлет. Яланах сăпайлă, ăшă кăмăллă, кашни тавар илекенпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшакана ырăпа кăна асăнаççĕ.
Аниса мĕн пĕчĕкрен суту-илÿре ĕçлеме ăнтăлнă. Çак профессие алла илсен тăван яла таврăнать. Çамрăк хĕре ял каччи Валентин Витальевич Макаров куç хывать. Çемье çавăрса вĕсем икĕ ача — хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.
Сăмах май, В.Макаров та ĕçре хастар. Вăл хуçалăхра чылай çул водительте тăрăшнă.
Макаровсем ял-йышра та, кÿршĕ-аршăра та пысăк хисепре.

Источник: "Каçал Ен"