22 февраля 2011 г.
В.С.Кузьмина Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Юнтапа ял каччипе, Анатолий Павловичпа, çемье çавăрнă. Туслă мăшăр 5 хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Валентина Семеновна та, Анатолий Павлович та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра тăрăшнă. Кил хуçи хуçалăхра чылай çул доярта ĕçленĕ. В.Кузьмина пушă вăхăтра тĕрĕ тĕрлеме юратать, чăлха-алсиш çыхма та ÿркенмест.
Нумаях пулмасть Валентина Семеновна Йÿç Шăхалĕнчи клубри тĕрĕ тата тухья ăстисен кружокне çÿреме тытăннă. Çак асамлă тĕнчепе вĕсене Людмила Степановна Козлова паллаштарать. Паллах, çакăнта пирвайхи утăмсем тăвакана вырăнлă сĕнÿ-канаш кирлĕ.
— Ку манăн — пурнăçри пĕрремĕш тухья. Вĕтĕ шăрçапа аппаланма йывăр паллах. Чăтăмлăх та,тăрăшулăх та кирлĕ. Ман шутпа, вырăнти халăх ăсталăхне упракансем хастар пулни, çак йыша çамрăксем хушăнса пыни чăннипех те савăнтарать,— терĕ Валентина Семеновна.
Халăх йăли-йĕркине упракансем чылай. Çак кружока юнтапасемпе йÿçшăхальсем кăна мар, инçе çула пăхмасăрах нĕркеçсем те çÿреççĕ.
Вĕтĕ шăрçаран куçа шартаракан илем «çуратма» пĕртте ÿркенмеççĕ вĕсем.
Кружока çÿрекенсем тата ертсе пыракан пирки ăшă сăмахсем калас килет. Вĕсем пуррипе пирĕн йăласем, алă ăсталăхĕ, пуян культура аваллăхран малашлăха куçса пыраççĕ.
Эпĕ ентешĕмĕрсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мухтанатăп.
Источник: "Каçал Ен"