22 февраля 2011 г.
Денис Тимофеев Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен 2005 çулта вĕренсе тухнă. Маттур спортсмен тăван шкул, район чысне хÿтĕлесе тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Шкул хыççăн вара вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Алла аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне илсен 2010 çулта çар тумĕ тăхăнать.
Денис Владимирович пирвайхи кунсенчех хăйне лайăх енчен кăтартнă. Вăл дисциплинăллă салтак пулнине кунран-кун кăтартать, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çакăн пирки ашшĕ-амăшĕ патне янă тав çырăвĕсем те çирĕплетеç-çĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекенсем уяв умĕн Денис Тимофеев салтак патне çыру ячĕç. Унта çапла çырнă: «Хисеплĕ Денис! Сана Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр. Кирек мĕнле ĕç те ÿсĕнсе пытăр.Тăван килтен аякра чухне кунсем сисĕнмесĕр иртчĕр. Тăван çĕр-шыва сирĕн пек салтаксем хÿтĕленĕ чухне пирĕн пурнăç яланах тăнăçлă тăрасса шанатпăр. Телейлĕ, çутă кунсем сунатпăр Сире!»
Источник: "Каçал Ен"