22 февраля 2011 г.
Комсомольски районĕнче пурăнакансем яланах çирĕп вăй-хăватлă пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пиллĕкĕн Совет Союзĕн Геройĕн ятне çĕнсе илни те çакна çирĕплетет. Паянхи мирлĕ пурнăçра та чылайăшне «вĕри точкăсене» лекме шăпа пÿрнĕ. Вĕсенче те ентешĕмĕрсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă. Тăван кĕтесе таврăнсан производствăра çине тăрса вăй хунă. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва та тухнă.
Юлашки çулсенче çар призывĕпе салтак тумĕ тăхăнакансен йышĕ ÿсни савăнтарать. Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕ Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕнчен çуркунне 217 çамрăк çара кайрĕ. Кĕркунне вара 149 яш РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче службăра пулма кăмăл турĕ. Вĕсем çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Çакна каччăсем тăракан çар чаçĕсен командованийĕсенчен килекен тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Унта ашшĕ-амăшне пултаруллă салтак çитĕнтернĕшĕн, Тăван çĕр-шыва юратма, ăна хаклама вĕрентнĕшĕн каланă сăмахсем тĕп вырăн йышăнаççĕ.
Малашне те çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма хавхалантарасси тĕп вырăнта пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн те, шкулсен те, тĕрлĕ организацисен те ку енĕпе ĕçлемелле тесе шутлатăп. Ку тĕлĕшпе район шайĕнче иртекен «Зарница», «Орленок» çарпа спорт ăмăртăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Юлашки çулсенче çамрăксем çар службинче 1 çулталăк пулаççĕ. Те çавăнпа, те урăх сăлтавпа, салтака каякансен йышĕ нумайланчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ малтан салтак тумĕ тăхăнассинчен те пăрăннă пулнă. Кун пирки мĕн каласшăн-ха эпĕ. Паянхи яш-кĕрĕм салтак пăттине тутанса пăхас кăмăллă пулни хавхалану кÿрет. 1 çулталăк-и, 1,5 çулталăк-и, 2 çул-и, пурпĕрех вĕсем салтак пурнăçне хăнăхаççĕ.
Паянхи кун Раççей Хĕç-пăшаллă çарĕсене специальноç илнĕ яшсем ытларах кирлĕ. Ку енĕпе РОСТО чылай ĕç тăвать. Водительсем, радиотелегра-фистсем тата ытти специалистсем хатĕрлесе кăларать.
Уяв кунĕнче эпир Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, уншăн юн тăкнă çынсене асăнмасăр иртместпĕр паллах. Вĕсем çулсерен мар, кунсерен сахалланса юлаççĕ.
Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ пулнă май ветерансене те, çарта хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланисене, хальхи вăхăтра пирĕн тăнăçлăха упракансене, пулас призывниксене те уяв ячĕпе саламласа вăй-хал, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"