22 февраля 2011 г.
Шупашкарта виççĕмĕш хут пулнăран кăçал курава анлăлатнă, ятне те çĕнетнĕ: «Çĕр улми. Пахча çимĕç — 2011». Регионсен хушшинчи отрасль куравĕ нарăсăн 17—18-мĕшĕсенче Шупашкарти суту-илÿпе курав центрĕнче иртнĕ. Унăн сумĕ-хисепĕ çулсерен ÿсет.
Виçĕм çул пĕрремĕш уява Раççейĕн 14 регионĕнчен тата Германипе Нидерландирен, Литвапа Беларуçран, Таджикистанран 53 делегаци хутшăннă, кăçал вара çĕр-шывăн 28 регионĕнчен, АПШпа Германирен, Голландипе Италирен, Казахстанран — 74. Курав лаптăкĕ те пысăкланчĕ.
Вырăнти çĕр улми чикĕ леш енчен килекен çимĕçрен чылай пахарах, тутлăрах. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев тĕл пулусенче чăваш хресченĕн çакăнпа анлăрах усă курмаллине, суту-илÿ чиккине пысăклатмаллине яланах аса илтерет. Пирĕн «иккĕмĕш çăкăр» мускавсене те килĕшет. ЧР Ял хуçалăх министерствипе çĕр-шыв тĕп хулин Апат-çимĕç ресурсĕсен департаменчĕ туслă çыхăну йĕркелесси çинчен 2003 çултах Килĕшĕве алă пуснă. Каярах ăна çĕнетсе хушăмсем те кĕртнĕ.
Çĕр улмине тĕнчери нумай çĕр-шыв кăмăллать, риспа куккурусран хатĕрленĕ апатпа çеç çырлахмасть. Паха культура калăпăшĕпе унччен тĕнчере 4-мĕш вырăн йышăннă, юлашки çулсенче вара виççĕмĕшне çĕкленчĕ. Пирĕн патăмăрта, паллах, иккĕмĕш. Ахальтен-и ăна «иккĕмĕш çăкăр» тетпĕр.
Курава ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев уçнă. Сумлă мероприяти кирлине виçĕ çул каяллах туйнине, ырă пуçарупа РФ Ял хуçалăх министерствине тухнине аса илнĕ. Мускавсем «симĕс çутă» парсанах ирттерме тытăннă ăна. Малтанхи çул — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, пĕлтĕртенпе — Регионсен хушшинчи суту-илÿпе курав центрĕнче.
«Шăварас йĕркене тĕрĕс пăхăнса çирĕп пурнăçласан, энерги перекетлекен технологие ĕçе кĕртсен пирĕн кашни гектартан 400 центнертан кая мар çĕр улми туса илмелле,— палăртрĕ Михаил Васильевич. — Аçтăрхан облаçĕнче те пĕлтĕр них-çан пулман шăрăх тăнă. Анчах çĕр ĕçченĕсем шыва перекетлесе «тумлам» технологийĕпе шăварнăран гектартан 700 центнер тухăç илме пултарнă».
Источник: "Каçал Ен"