АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир-чĕр выльăх-чĕрлĕхе сиен ан кÿтĕр

16 февраля 2011 г.

Районти ветеринари службин ĕçĕ-хĕлĕ выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешесси пулнине пĕлетпĕр. Иртнĕ çул ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти патшалăх станцийĕн начальникĕпе Р.М.Велимухаметовпа курса калаçрăм.

— Рустем Минатуллович, пирĕн районти уйрăм çынсем те, ял хуçалăх предприятийĕсем те выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ. Вĕсене чир-чĕртен хÿтĕлеме, сиплеме кадрсем çитеççĕ-и?

— Патшалăх ветеринари службинче выльăх тухтăрĕсем 18-ăн, ветфельдшерсем 11-ĕн тăрăшаççĕ. Кунсăр пуçне ял хуçалăх предприятийĕсенче те ку енĕпе ĕçлекен персоналсем пур. Шел пулин те «Заря», «Дубрава» ял хуçалăх предприятийĕсенче, «Золотой колос», «Кызыл сабанча», Атласкинăн, Минатуллинăн, Прокопьевăн фермер хуçалăхĕсенче ветеринарсем çук. Пĕлетĕр ĕнтĕ, пирĕн районта выльăх-чĕрлĕхрен тĕрлĕ продукци хатĕрлекен предприятисем ĕçлеççĕ. Унта, паллах, ветеринарсем пурах. Вĕсем халăх патне пахалăхлă продукци çиттĕр тесе тăрăшаççĕ.

— Пĕлтĕр мĕнле тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлерĕр?

— Тĕллевĕсем пирĕн яланхисемех пулнă. Тĕпрен илсен, 4 енĕпе тăрăшнă. Пĕрремĕшĕ вăл — район территорийĕнче ерекен чирсем сиксе тухасран асăрханас, ытти чир-чĕре сарăлма чарас енĕпе комплекслă мероприятисем ирттересси. Тепри — выльăх-чĕрлĕх ашĕнчен продукци хатĕрлемелли чĕр тавар пахалăхне тĕрĕслесе тăрасси. Виççĕмĕшĕ — çынсемшĕн тата выльăх-чĕрлĕхшĕн пĕтĕмĕшле хăрушă чирсенчен халăха сыхлас тĕлĕшпе тĕллевлĕ программăпа ĕçлесси. Вĕсемсĕр пуçне эпир район территорине ют çĕртен ерекен чирсем ан лекчĕр тесе те тăрăшатпăр.

— Ку тĕллевсене пурнăçлас тесе иртнĕ çул мĕнле ĕçсем тунă-ши?

— Пĕтĕм йышши выльăх-чĕрлĕхе, вăл шутра вĕлле хурчĕсене те диагностикăлла тĕпчевсем тунă. Тĕрлĕ чир-чĕртен профилактика ĕçĕсем пурнăçласа вакцинăланă. Ветеринарипе санитари экспертизисем ирттерсе документсем панă. Пур ĕç пирки тĕплĕн чарăнса тăрса цифрăсемпе çирĕплетесшĕн мар. Кĕскен каласан, районта пĕлтĕр ерекен хăрушă чирсем сиксе тухман. Ветеринари ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр, çынсем пахалăхсăр аш-какайпа, сĕт-çупа сывлăхне ан сиенлеччĕр тесе мĕн май килнине йăлтах тунă. Пирĕн ĕçченсем ферма витисене те дезинфекциленĕ. Ветеринари законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăратпăр, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан протокол çырса административлă явап тыттаратпăр.

— Çак сăмахсене выльăх-чĕрлĕх тытакансене хăратас тесе каламарăр ĕнтĕ?

— Çук, паллах. Анчах та ветеринари законодательствине пăхăнманни е пăсни пысăк инкексем патне илсе пыма пултараççĕ. Çакна пирĕн пурин те ăнланмалла.

— Рустем Минатуллович, чир-чĕр енĕпе районта лару-тăру мĕнле?

— Эпир хамăр енчен инфекциллĕ чирсемпе кĕрешес тĕлĕшпе пур мероприятисене туса ирттернĕ. Анчах хăш-пĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ку çителĕксĕр пулса пынă. Иртнĕ çул инфекциллĕ чирсене регистрацилемен. Пирĕн районта лейкоз енĕпе 1990 çултанпах ăнăçсăр шутланакан икĕ хуçалăх — «Дружба» тата «Заря» ЯХПКсем — пур.

— Уртаракан чирсене хирĕç епле кĕрешетĕр?

— Ку енĕпе республикăра кăткăслăх пĕтмен-ха. Кăçал çеç Пăрачкав районĕнче чирлĕ тилле тупса палăртнă. Уйрăмах вĕсем пĕлтĕр уртаракан чире нумайрах сарма май панă. Кунсăр пуçне унпа йытăсемпе кушаксем аптраççĕ. Ял хуçалăх выльăхĕсем (мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем, лашасем) сиенленнĕ тĕслĕхсем те пулнă.

Районти ветеринари служби ку енĕпе ĕçлемесĕр лармасть. Пĕлтĕр 2340 йытта, 6435 пуç мăйракаллă шултра выльăха вакцинăланă. 235 хуçасăр йытта тытса вĕлернĕ, 7 тилĕ амине персе пăрахнă.

— Тепĕр хăрушă чир вăл — çĕпĕр язви...

— Çапла. Россельхознадзор тишкерĕвĕ тăрăх Раççейре ку енĕпе ĕç-пуç япăхланни палăрать. Омск, Астрахань, Вологда облаçĕсенче, Буряти, Пушкăртстан республикисенче, Краснодар крайĕнче уйрăмах çивĕч тăрать вăл.

Ку чире пуçарса яракан çут çанталăкри вырăн — выльăх масарĕсем. Пирĕн районта 38 çĕрте пур вĕсем. Масарсем патне выльăх-чĕрлĕх, çынсем ан пыччăр тесе тăрăшатпăр. Кашнин пиркиех ветеринари карточкисем хатĕрленĕ, номерленĕ, йĕри-тавра карта тытса хунă. Выльăх масарĕсен чиккисене палăртассипе документсем йĕркелесе пынă. Кăçал та ку енĕпе ĕçлетпĕр.

Унчченхи вăхăтра унта ÿсекен курăксене çулса выльăхсене çитерни те пулнă. Юрать-ха çак чир пирĕн районта сиксе тухман. Темиçе хутчен те сирĕн хаçат урлă пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, çĕпĕр язвин чирĕн вирусĕсем çĕр çул ытла упранаççĕ. Çут çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсене пула паянхи кун та вĕсем хăйсем çинчен аса илтерме пултараççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла.

— Калаçушăн тавтапуç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика