АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулă çисе сиен ан курăр

16 февраля 2011 г.

Юлашки çулсенче Раççейре Япони, Корея, Китай тата кăнтăр-хĕвелтухăç Азири ытти çĕр-шывсен кулинари йăли-йĕрки анлă сарăлчĕ. Вĕсенче нумай апат-çимĕçе (суши, сацими, хе, тела, роллы тата ытти те) чĕрĕ е çурма чĕрĕ (пĕçермен) креветкăсенчен, кальмарсенчен, осьминогсенчен тата ытти тинĕс пуллисенчен хатĕрлеççĕ. Суши хатĕрлеме, тĕслĕхрен, семгăна чĕрĕлле, сайра хутра тĕтĕмлетсе усă кураççĕ. Сурими (краб какайĕ) суту-илĕве чĕрĕлле, тепĕр чухне çеç шăнтнă хыççăн пырать. Тинĕс пуллисене (кета, горбуша, сельдь, кумжа) килте те тăварлаççĕ.

Анчах çак продуктсем сывлăха та сиен кÿме пултарнине ăнлансах каймастпăр. Тинĕс пуллисенчен чылайăшĕ анизакид личинкисемлĕ. Акă, тĕслĕхрен, терпуг, палтус, камбала, кета, треска, мойва, сельдь, салака, путассу пулăсенчен чылайăшĕ унпа сиенленнĕ.

Анизакид личинкисем (2 сантиметр) пуллăн тĕрлĕ органĕсенче пулма пултараççĕ. Пулă мĕн чухлĕ пысăкрах, унта личинкăсен йышĕ çавăн чухлĕ ытларах. Пĕр вăхăтра анизакид личинкисем çыншăн сиенсĕр тесе шутланă. Анчах та Голландире, Данире, Германире вăл пуçарнипе чирленĕ тĕслĕхсем те тупса палăртнă.

Анизакид личинкисем çын организмне лексен чылай чухне 24 сехетрен хăйсене палăртаççĕ. Ăш-чикре аппендицит е язва чирĕнчи пек вăйлă ыратма пуçлать.

Халиччен Раççейре ун пек тĕслĕхсем пулман. Мĕншĕн тесен чылай регион тинĕс пуллисене тытакан вырăнтан аякра вырнаçнă. Халăха пăсăлман пулă çитерес тесе вĕсене 17—21 градус таран шăнтаççĕ. Ун пек чухне личинкăсем вилеççĕ. Çапах та чĕрĕ, тăварласа çитермен пулăсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕçре çиекенсемшĕн хăрушлăх çук тееймĕн.

Тĕнчери суту-илÿ аталанса пынă май хальхи вăхăтра тин тытнă пулла çĕр чăмăрĕн кирек хăш вырăнне те кĕске вăхăтра илсе çитерме пултараççĕ. Сивĕ тытакан пысăк установкăсем (холодильниксем) çителĕксĕр пулни ку проблемăна çивĕчлетет.

Пĕтĕм условисене пăхăнса хатĕрленĕ пулă хăрушлăх кăларса тăратмасть. Анчах та хăйсем пĕлнĕ пек хатĕрленисем, килте е пĕчĕк предприятисенче тăварланисем чăннипех те организма сиен кÿме пултараççĕ.

Çавăнпа та асăрхануллăрах, тимлĕрех пулмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика