16 февраля 2011 г.
Шурутсен колхозĕн ячĕ те чăвашла куçарсан тухăç тенине пĕлтерет. Иртнĕ çул вĕсем, районти хуçалăхсемпе танлаштарсан, çанталăк условийĕсене пăхмасăрах, чăннипех те тухăçлă ĕçленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр куçса çÿрекен «Ылтăн пучах» пысăк приза тивĕçнĕ. Çакă кунти ĕçченсен пултарулăхне туллин палăртать.
Нумаях пулмасть «Урожай» колхозра иртнĕ пухăва А.Н.Ершов хăйне евĕрлĕ пуçларĕ. Чи малтанах хуçалăхăн пĕтĕмĕшле лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ, юбилярсене хаклă парнесем пачĕ.
Хăш-пĕр çĕрте пуху ирттермелли вăхăт тĕлне халăх пуçтарăнса çитеймест. Кунта шăп 10 сехетре пуçланчĕ, зал та лăк туллиехчĕ. Яланхи пекех Алексей Никифорович малтанах специалистсене сăмах пачĕ.
— Иртнĕ çул хуçалăхри пур çĕр лаптăкне те çĕртме туса хăвартăмăр. Агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçларăмăр. Пур вăрлăха та имçамласа акнă. Çуракине кĕске вăхăтра ирттернĕ. Пысăк тухăç илме ĕмĕтленеттĕмĕр. Анчах та çанталăк условийĕсем чăрмав кÿчĕç, — палăртрĕ тĕп агроном В.Ф.Денисов. Апла каларĕ пулин те, уй-хир тухăçĕн кăтартăвĕсемпе вĕсем районта палăрчĕç. Хăшĕсемпе республика шайĕнче те малта. Акă, сухалакан пĕр гектар çĕр çинчен выльăх апачĕ çине куçарса шутласан 16,4 центнер апат единици чухлĕ уй-хир продукцийĕ туса илнĕ. Танлаштарма: районти вăтам кăтарту 9,1 центнер анчах. Г.Галиуллова бригади 22,5 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ.
Хуçалăх 2010 çулта 1371 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, 130 гектар çĕр улми акса-лартса хăварнă, 575 гектар нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ. Тыррăн та, çĕр улмин те тухăçĕ — чи лайăххи. Агроном уй-хирте ĕçленĕ пултаруллă механизаторсене ятран асăнчĕ. Çавăн пекех Василий Федорович кăçалхи плансемпе те паллаштарчĕ. 140 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă, вĕсем лайăх хĕл каçасса шанать. Акмалли вăрлăха хатĕрлесе кондицие лартнă. Удобренисемпе имçамсем илсе килеççĕ. Ака-суха ĕçĕсем ирттерме техника та, механизаторсем те çителĕклĕ.
Колхозăн тĕп бухгалтерĕ Р.Г.Тукаев хуçалăхăн укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хуçалăх пĕлтĕр 4 миллион ытла тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ. Ун пекки районта тек пĕр хуçалăх та çук. Тупăшăн ытларах пайне ÿсен-тăран отраслĕ панă. Колхозăн ĕç укçипе, налуксемпе тата ытти тÿлевсемпе пĕр парăм та çук. Хуçалăхра ĕç укçине ÿстерме те майсем тупнă.
Вăлах колхозри выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле ĕçлесе пынипе те паллаштарчĕ. Иртнĕ çул колхоз пурĕ 1394 центнер аш-какай («Восток» ЯХПК хыççăн иккĕмĕш кăтарту), 9148 центнер сĕт туса илнĕ. Выльăхсем талăксерен лайăх ÿт хушса пыраççĕ. Хуçалăхра 715 пуç мăйракаллă шултра выльăх, (вĕсенчен 216-шĕ — сăваканнисем), 1249 пуç сысна, 61 пуç лаша (районти хуçалăхсенчен чи пысăкки) пур. «Урожай» — выльăхсем чи йышлă тытакан хуçалăх. Вĕсене усранипе çеç мар, çитермелле те, продукци те илмелле. Хуçалăх хĕл каçма пĕлтĕр кашни условнăй выльăх пуçне 31 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Кун пек кăтарту районта урăх çук. Чылай хуçалăх урăх облаçсенчен выльăх апачĕ турттарать. «Пирĕн вара ку енĕпе проблема çук. Хĕл каçма çитет»,— терĕ А.Ершов.
Пухура машинăпа трактор паркĕн заведующийĕ Р.А.Алимов, В.Н.Казаков инженер-электрик тата ыттисем те тухса калаçрĕç, хăйсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Ревкомисси председателĕ Н.М.Гаврилов отчет туса пачĕ.
Районти ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Х.Минетуллин районти хуçалăхсенчи лару-тăрупа, «Урожай» колхоз ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «14 хуçалăхра çĕр улми вăрлăхĕ çук, 10-шĕ тĕрлĕ çĕртен выльăх апачĕ турттараççĕ. Сирĕн вара ку енĕпе йĕркеллĕ. Кирек хăш кăтартăва илсен те, вĕсем иртнĕ çулшăн пысăк. Çаксем эсир чăннипех те тăрăшуллă пулнине туллин çирĕплетеççĕ»,— палăртрĕ вăл.
Пуху ĕçне колхоз председателĕ А.Н.Ершов пĕтĕмлетрĕ. «Çитĕнÿсемпе çеç лăпланса лармалла мар, малалла талпăнмалла. Ÿсĕмсем тăвас тесен кашнин хăй ĕçлекен вырăнта яваплăха туйса тăрăшмалла. Дисциплинăна çирĕплетмелле. Хамăр вăй хумасан пире никам та килсе туса памасть»,— палăртрĕ вăл. Малашнехи тĕллевсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кăçал витесене реконструкцилеме шут тытнине пĕлтерчĕ. Пуху ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине çийĕнчех хуравсем пулчĕç. Колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем те пухура пулчĕç. «Килччĕр, колхоз пурнăçĕпе паллашчăр, пирĕнтен чару çук. Вĕсен сĕнĕвĕсене, канашĕсене хапăлласа йышăнатпăр»,— терĕ председатель.
Пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха; Хуçалăхра ĕçчен, пултаруллă çынсем тăрăшаççĕ, пурлăх никĕсне çирĕплетсех пыраççĕ. Апла кăçал та кунта ÿсĕмсем пулаççех. Специалистсем «Пирĕн çĕнĕ çул пуху хыççăн çеç пуçланать» тени тĕрĕсех те пулĕ. Пĕлтĕр мĕнле ĕçленине, хăш енĕпе çитменлĕхсем пулнине тишкерсе, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тусан çеç малашлăх валли тĕрĕс тĕллевсем палăртма пулать.
Правлени ĕçне пухăва пуçтарăннисем «аван» хак пачĕç.
Шупашкартан килнĕ хăнасем — В.Христофоров тата «Янра юрă» ушкăн — колхозниксене хаваслă юрăсем парнелерĕç.
Источник: "Каçал Ен"