АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлкуç» ача сачĕ – 20 çулта

14 февраля 2011 г.

Хирти Мăнтăрти ача сачĕ ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Сахал вăхăт мар ку. Ăна 1990 çулта «Знамя» колхоз вăйĕпе туса пĕтерчĕç. Ун чухне колхоз председателĕнче Валентин Карлович Тихонов ĕçлетчĕ. Çак ялта хăтлă ача сачĕ тăвассишĕн нумай вăй хучĕ вăл.

1991 çулхи февраль уйăхĕнче Хирти Мăнтăрти ача садне пирвайхи ачасене йышăнса хута ятăмăр. Каярахпа ăна «Çăлкуç» ят патăмăр. «Çăлкуç» ача сачĕ 52 вырăнлă, аслисен тата кĕçĕннисен ушкăнĕсем пулчĕç.

Заведующи пулма Марионелла Николаевна Тимофеевăна çирĕплетрĕç. Аслă ушкăн воспитателĕ Валентина Петровна Данилова, воспитателе пулăшаканĕ — Ольга Николаевна Данилова. Кĕçĕн ушкăн воспитателĕ — Галина Васильевна Григорьева, няня — Антонина Петровна Сулагаева. Повар пулма Зинаида Сергеевна Николаева килĕшрĕ. Çакăнтах 6 çулхи ачасене вĕрентрĕç. Вĕсене вĕрентекенĕ — Антонина Анатольевна Можаева. 1991 çулхи июнь уйăхĕнче пĕрремĕш кăларăм пулчĕ.

1992 çулта ача садне РОНО балансĕ çине куçарчĕç. 1996 çулсенче йывăр вăхăтсем çитрĕç. Ялта ачасем сахалланса юлчĕç. Районти чылай садик хупăнчĕ. «Çăлкуç» ача садĕнче те пĕр ушкăн çеç юлчĕ. Тепĕр ушкăн вырăнне 2000 çулта ваттисен çуртне уçрĕç. Ачасене çитерме укçа-тенкĕ те уйăрса параймастчĕç. Çав вăхăтра пире «Турхан» хуçалăх нумай пулăшса пычĕ. Тÿлевсĕр сĕт парса тăчĕ, тулă пачĕ. Ăна хамăр вăйпа кайса авăртса çăнăх турăмăр. Садикрех ачасем валли çăкăр пĕçереттĕмĕр.

Хирти Мăнтăрти ача садĕнче чылай çул ĕçленĕ Павел Крылов, Геннадий Журавлев, Ве- нямин Григорьев, Юрий Афанасьев, Вячеслав Константинов кочегарсене те асăнса хăварас килет. Çул хыççăн çул иртрĕ. Акă 20 çул та çитрĕ. Çак хушăра «Çăлкуç» ача садĕнчен 200е яхăн ача тухнă. Садике çÿренĕ ачасем халь тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ, аслă шкулсенче вĕренеççĕ. Выпускниксенчен чыла-йăшĕ çемье çавăрса хăйсен ачисене çак садике ярать. Паянхи куна «Çăлкуç» садике 23 ача çÿрет. Унта çÿрес текенсем татах та нумай. Анчах вырăн çитмест. Пирĕн тĕллев — ачасем сывă, тĕреклĕ, телейлĕ ÿсчĕр тесе тăрăшасси. Çак тĕллеве пурнăçлама ача сачĕн коллективне ашшĕ-амăшĕсем пулăшсах пыраççĕ. Ача садĕнче пепкесене хăтлă пултăр тесе субботниксене хутшăнаççĕ. Вĕсем пулăшнипе садик çивиттине çĕнетрĕмĕр, шыв кĕртрĕмĕр. Малашне те ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлес килет.

Пурне те паянхи уяв ячĕпе саламлатăп. «Çăлкуç» малалла та аталансах, çирĕпленсех пытăр. Тата нумай ача унта çÿресе шкула кайма хатĕр пулччăр. Садикре тăрăшакансем пурте çакăншăн ĕçлеççĕ, ĕçлĕç те.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика