12 февраля 2011 г.
Хырхĕрринче пурăнакан Антонина Павловнăпа Геннадий Иванович Гладкинсем ял çинче хисепре. 50 çул вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех «Восток» хуçалăхра тăрăшнă. Ирхине ирех тăрса Хырхĕрри сĕт-çу фермине васканă. Дуня аппа ĕне сунă, Геннадий Иванович выльăхсене апат панă, тислĕк кăларнă. Хастар ĕçшĕн вĕсем иккĕшĕ те чылай-чылай наградăна тивĕçнĕ. Медальсем те, Дипломсемпе Хисеп хучĕсем те нумай Гладкинсен.
Мăшăр 4 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсем тĕрлĕ профессисемпе çĕр-шыври, Украинăри хуласенче тĕпленсе ĕçлеççĕ. Ялта вара Антонина Павловнăпа Геннадий Иванович иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Вĕсем темиçе çул каялла ĕне те усранă. Халĕ качака тытаççĕ, çулла ка-йăк-кĕшĕк çитĕнтереççĕ. Анкартинче çĕр улми, пахча-çимĕç лартса-акса туса илеççĕ. Çулсенче пулсан та ĕçсĕр лармаççĕ вĕсем. Гладкинсен 10 мăнук, мăнукĕсен 2 ачи пур. Вĕсем тăтăшах яла килсе çÿреççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Савăнаççĕ ватăсем. Ачисемпе, мăнукĕсемпе хăйсене телейлĕ, пуян туяççĕ. Çавăн пек пулмалла та килĕштерсе пурăнакансен, ĕмĕрне ĕçре ирттернĕскерсен.
Источник: "Каçал Ен"