12 февраля 2011 г.
Вера Алексеевнăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Козлова) Николай Федорович Шагаровсем Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Александр ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Кĕçĕн ывăлĕ Юрий вара Солнечногорск хулинчи 23451 номерлĕ çар чаçĕнче службăра тăрать. Вăл çар тумне 2010 çулта тăхăннă. Иртнĕ кунсенче унăн ашшĕпе амăшĕ, Вера Алексеевнăпа Николай Федорович патне, Тав çырăвĕ килнĕ. «Сирĕн ывăлăр Юрий службăн пирвайхи кунĕсенчех хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Вăл дисциплинăллă салтак пулнине кунран-кун çирĕплетет. Юрий — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен отличникĕ»,— çырнă çырура. Шагаровсем ялта яланах хисепре пулнă, пулаççĕ те. Мĕншĕн тесен Вера аппапа Коля тете мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ÿснĕ. «Ĕç çынна илем кÿрет»,— теççĕ халăхра. Вĕсем пирки ял-йыш, кÿршĕ-аршă ырă сăмахпа кăна калаççĕ.
«Эпĕ мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă»,— пуçларĕ калаçăва Вера Алексеевна. Çавăнпа-и, тен, вăл 27 çула яхăн Йÿç Шăхаль клубĕн заведующийĕнче тăрăшнă. 2004 çултанпа вара библиотекăра ĕçлет. «Вулавăш çуртне ял çынни ытлашши нумаях çÿремест. Мĕншĕн тесен компьютер, Интернет кашни килте тенĕ пекех пур. Анчах та вулавçăсем пурах. Вĕсем, паллах, тивĕçлĕ канăва тухнисем, çулланнă çынсем»,— тăсрĕ малалла калаçăва библиотека заведующийĕ.
Николай Шагарова вара çак тăрăхра пĕлмен çын та çук. Вăл — паллă тракторист. Николай Федорович «хурçă утпа» 40 çула яхăн ĕçлет. Вăл пултаруллă та ĕçчен механизатор пулнине Шагаровсен çемье архивĕнче упранакан нумай-нумай Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Тăрăшуллă тракторист «Хисеп Палли» ордена та тивĕçнĕ. Килĕштерсе пурăнаççĕ Шагаровсем. «Çурт лартнă, ача çитĕнтернĕ. Пире сывлăх кăна кирлĕ»,— терĕç вĕсем харăсах.
Источник: "Каçал Ен"